12 февраля 2011 г.
«Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ÿсĕмсем те пур вĕсен. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те аван. Нумаях пулмасть хуçалăхра иртнĕ отчетлă пухура калаçмалли, сÿтсе явмалли чылай пулчĕ. Ĕçченсем умĕнче ертÿçĕ те, специалистсем те тухса калаçрĕç, иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.
Чи малтанах Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пуçтарăннисене концерт лартса пачĕç, савăк кăмăл парнелерĕç.
В.И.Ефремов председатель пухăва уçнă май тĕп специалистсене сăмах пачĕ. Тĕп агроном С.Н.Кузьмин 2010 çулта уй-хир культурисене мĕнле туса илнипе паллаштарчĕ. Кооператив ĕçченĕсем иртнĕ çул кашни гектартан 17,4 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, 154,5 центнер çĕр улми туса илнĕ. Улăма тата утта йăлтах пресласа кĕртнĕ. Ÿсен-тăран отраслĕ выльăх-чĕрлĕхпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та вĕсене апатпа тулли тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ. Тухăçлă тыр пул, çĕр улми тата ытти культурăсене илес тесен агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламаллине, удобренисемпе, имçамсемпе усă курмаллине палăртрĕ хăйĕн тулли докладĕнче Сергей Николаевич. «160 гектар çĕр лаптăкĕ çинче нумай çул ÿсекен курăк, 179 гектар çурхи тулă, 104 гектар урпа, 49 гектар сĕлĕ, 145 гектар викăпа сĕлĕ хутăшĕ акнă, 60 гектар çĕр улми лартнă. Иртнĕ çул хĕл сивĕ пулнипе кĕрхи тулă калчисем шăнчĕç. Апла пулин те 4470 центнер тĕш-тырă, 2318 центнер çĕр улми пухса илнĕ»,— паллаштарчĕ тĕп агроном.
Ял хуçалăх кооперативĕн тĕп инженерĕ А.А.Трескин машинăпа трактор паркĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Александр Анатольевич 6 уйăха яхăн кăна ĕçлет пулсан та, техника нушине лайăх ăнланать. «Ĕçлемелле, ÿркенмелле мар кăна. Сапас пайĕсем çине те хуçалăх çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрать»,— пĕлтерчĕ Александр Анатольевич.
Çавăн пекех пухăннисем умĕнче пĕрин хыççăн тепри тухса 1-мĕш бригадăн бригадирĕ В.П.Фомин, ферма заведующийĕ З.А.Федорова, тĕп экономист Р.К.Андреева, тĕп бухгалтер С.И.Лукиянова 2010 çулхи цифрăсемпе паллаштарчĕç.
Иртнĕ çул кооператив пĕтĕмĕшле 1 миллион та 53 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Ку вăл япăх мар кăтарту. Сăмахран, районти 33 хуçалăхран 17-шĕ 2010 çулта тăкаклă ĕçленĕ.
Специалистсен отчечĕсене итленĕ хыççăн кооператив председателĕ В.Ефремов хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. «Йывăрлăх чылай. Вĕсене парăнтарас тесен пĕрле тăрăшмалла. Шел, хĕрÿ тапхăрсенче хăшĕ-пĕри ĕçе тухмасть»,— терĕ председатель, пурне те яваплăха туйма ыйтрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та сăмах тухса каларĕ. «Хальхи вăхăтра сирĕн çеç мар, чылай хуçалăх умне йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Сирĕн кооперативра 2005 çулта мăйракаллă шултра выльăх 20 пуç пулнă пулсан, паянхи кун – 70. Ку вăл ĕçченсем шав малалла ăнтăлнине пĕлтерет»,— терĕ Георгий Михайлович. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ кашни тĕп специалист, председатель пухăва тĕплĕн хатĕрленнине те палăртрĕ.
Пухура сăнав комиссийĕн председателĕн отчетне те тимлĕн итлерĕç. Геннадий Иванович Андреев хастар та пултаруллă ĕçченсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарма сĕнчĕ.
Кооператив правленийĕн ĕçне «вăтам» тесе хакларĕç. Хак панипе çеç мар, малашнехи тĕллевсене та палăртса хăварчĕç. Вĕсене туллин тата пахалăхлă пурнăçлас тесен вара çине тăрсах ĕçлемелле.
Источник: "Каçал Ен"