12 февраля 2011 г.
Мĕн акатăн — çавă шăтать, теççĕ халăхра. Хальлĕхе урамра юрлă, çĕрлесерен сивĕтекен çанталăк тăрать пулин те, ял çыннисем çурхи ака-суха ĕçĕсем çывхарнине туйса ĕçлеççĕ. Çĕре сухалани, сÿрелени тата ытти агротехника ĕçĕсене пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Мĕнле вăрлăх акăпăр-ха; Пахалăхĕ тивĕçтерет-и; Çак тата ытти ыйтусем пирки паянхи кунах пуç ватмалла, ĕçлемелле, кирлĕ утăмсем тумалла. Шел, хальлĕхе пирĕн районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи яваплă специалистсем васкамаççĕ-ха. Комсомольскисем пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес енĕпе республикăра 13-мĕш вырăнта анчах. Сводкăранах курăнать ĕнтĕ, тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 66 проценчĕ кăна кондицие ларать. Çÿлерех палăртнă кун тĕлне 8 хуçалăхра çеç пĕтĕм вăрлăх 100 проценчĕпех акма юрăхлă. Ытти хуçалăхсем вара васкамаççĕ. Вăрлăха вăхăтра тасатмасан тырра сăвăс ерме пултарать, унăн шăтаслăхĕ те чакать. «Восход», «Золотой колос», Хайртдиновăн хуçалăхĕсем пĕр килограмм вăрлăх та тĕрĕслеттерме илсе килмен. Çакна вĕсем çĕнĕ вăрлăхсем туянма шутланипе сăлтавлаççĕ. Кĕтсе лармалли çук.
Тĕпчев институтĕнче те, сортсемпе ĕçлекен хуçалăхсенче те малашне çĕнĕ йышши сортсем сахалланма пултараççĕ е юлмаççĕ те. Паянхи кун туянма пулать-ха. Кун пирки тĕплĕнрех «Россельхозцентр» патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн районти уйрăмĕнчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.
Йĕпе-сапаллă çанталăк пуçланиччен вăрлăха тасатса кирлĕ кондицие çитермелле. Кивелнĕ репродукциллисене çĕнетмелле. Хальлĕхе районти пилĕк пĕрлешÿллĕ хуçалăх анчах тĕпчев институчĕсенчен 1064 центнер пахалăхлă вăрлăх туяннă. Ку енĕпе «Асаново», «Искра», «Труд», «Пайгас», «Победа» хуçалăхсем тимлĕ ĕçленине палăртмалла. Укçа-тенкĕ чылай хывма тивсен те, лайăх вăрлăхран ăнăçлă тыр-пул çитĕнтерсен усси нумай пулĕ.
Халĕ вăрлăха тасатса тивĕçлĕ шая çитерес енĕпе «Дружба», «Урожай», «Пайгас», «Алга» ял хуçалăх предприятийĕсем тăрăшаççĕ, ыттисен те алă усса лармалла мар.
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 556 номерлĕ постановленийĕ çинче кĕскен чарăнса тăрам-ха. Унта Чăваш Республикинче ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене (килти хушма хуçалăхсемсĕр пуçне) 2011—2013 çулсенче ÿсен-тăран культурисене тулăх çитĕнтерме пулăшакан химилле япаласем туянма субсиди парасси пирки каланă. Анчах та тĕрĕслеттермен вăрлăх акнисене çакă пырса тивмест. Çавăнпа та акма палăртнă вăрлăха «Россельхозцентр» ФГУн районти уйрăмĕнче тĕрĕслеттермелле. Эпир ятарлă справкăсем паратпăр. Унпа эсир субсиди илмелли документсем хатĕрленĕ чухне усă курма пултаратăр.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр япала çинче те чарăнса тăрасшăн. Кăçал юр нумай çурĕ. Вăрлăх упранакан складсен çивиттисем çинче те нумай вăл, çывăхĕнчи лаптăксене те хĕвсе кайнă. Вăрлăхсем шыв-шура пула сиенленесрен асăрханасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"