09 февраля 2011 г.
Ачасен тата çамрăксен патриотизм туйăмне вăйлатас, вĕсене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе районта оборонăпа массăллă спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Çакăнта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе педагогсем активлă хутшăнаççĕ.
Акă иртнĕ кунсенче те вĕсем вăрçăпа çар службинче тăракансен регионти обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕпе тата «К здоровью через культуру» обществăлла юхăм ертÿçипе А.Н.Тихоновпа, Чăваш Республикинчи «Патриот» фондăн председателĕн çумĕпе Л.В. Зайцевăпа, район администрацийĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă ситуацисен тĕп специалисчĕпе Н.А.Хайрулловпа тĕл пулу йĕркелерĕç.
А.Тихонова 10—11-мĕш классенче вĕренекенсем тимлĕ итлерĕç, ыйтусем те пачĕç, вĕсем çине тулли хуравсем илчĕç. Тĕп хуламăртан килнĕ хăна ачасене Пĕтĕм тĕнчери «Раççей патриочĕсене ÿстеретпĕр» конкурса хутшăнма чĕнсе каларĕ, сĕнÿсем пачĕ. Александр Николаевич сывлăх культури çинчен те калаçрĕ.
Тĕл пулу вĕçĕнче вĕренекенсем çĕр-шывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулма шантарса каларĕç.
Источник: "Каçал Ен"