09 февраля 2011 г.
Хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшли — кашни çыннăн кăмăл-туйăмне çирĕплетсе грипп тата ОРВИ чирĕсене сарăлма чăрмантаракан профилактикăн хушма мерисене пурнăçласа пырасси. Çак чирсенчен чи витĕмли вакцинаци шутланать.
Респираторлă вирусăн хăвăрт пуçланакан инфекцийĕсем (çав шута грипп та кĕрет) ерекен чирсенчен анлă сарăлнисем шутланаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, аслă ăру çыннисен 6 проценчĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни çак амакпа çыхăннă.
Сывлав çулĕсен хăвăрт пуçланакан чирĕсене пуçарса яракан сăлтавсем 200 ытла, вĕсенчен 170-шĕ — вирус, ытти — бактери. Вĕсем хăвăрт аталанаççĕ, чирлĕ çынпа хутшăнмасăрах теприне ерме пултараççĕ — лавккара, общество транспор-тĕнче, поликлиникăра тата халăх йышлă пулакан ытти çĕрте. Паллах, вирус ертекен çын унта сирĕнтен маларах пулнă пулсан. Вăл калаçнă, сывланă, сунасланă хыççăн микробсем сарăлаççĕ. Вĕсем организма лексен 24—28 сехетре сывлав çулĕсен эпителине сиенлемешкĕн кирлĕ чухлех аталанма пултараççĕ. Грипп вирусĕ уйрăмах пуçаруллă. Унăн инфекцийĕ этем организмне лексен ÿт температури 39—40 градус таран вĕриленет, пуç çурăлса тухасла ыратать, сăн-пит хĕрелет, сăмса питĕрĕнет, 2—3 талăкран сунас пуçланать. Пысăк температура 5 куна тăсăлма пултарать. Ытти микроб пуçарнă чир-чĕр сăмсапа пыра ярса илет, сунаслаттарать, ÿсĕрттерет, пыр ыратать, температура 38—39 градусран иртмест.
Чирĕн малтанхи паллисем палăрсанах тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Грипп пуçлансан поликлиникăна кайма тăхтамалла — врача киле чĕнсе илмелле.
Çак чир çие юлнă хĕрарăмсемшĕн тата пĕчĕк ачасемшĕн уйрăмах хăрушă. Тĕслĕхрен, чирлĕ хĕрарăмран хырăмри ачана ÿпке чирĕсем куçма пултараççĕ. Çавăнпа та чире палăртсанах (2 кунра) вируса хирĕç кĕрешекен имçампа сипленмелле.
38—38,5 градуслă температурăна чакарма парацетамол ĕçмелле.
Антибиотиксемпе тÿрех сипленме юрамасть. Вĕсем иммунитета хавшатаççĕ, аллергие яма пултараççĕ.
Грипран сыхланас тесен прививка тумалла. Хĕллехи вăхăтра рациона сухан, ыхра, чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕç, йÿçĕтнĕ купăста, поливитамин препарачĕсем кĕртмелле.
Источник: "Каçал Ен"