09 февраля 2011 г.
Çул айккинче, картишсенче юр куписем аванах çÿллĕ. Çивиттисем те унпа тулнă. Çанталăк çур еннелле çывхарса пырать. Йĕпе юр та, çумăр та çума пултарать. Тумла пăрĕсем те çивиттисем айĕнче çакăнса тăрĕç. Çавăнпа пурне те чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасран асăрханма чĕнсе калатпăр. Чи малтанах физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен центрсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен, суту-илÿпе кану комплексĕсен, вокзалсен, сывлăх сыхлавĕн, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсен çивиттисене юртан тасатассине йĕркелемелле. Кăткăс лару-тăру сиксе тухсан пĕр тăхтаса тăмасăрах Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн дежурнăй пунктне 8(8352) 63-89-32 телефонпа шăнкăравламалла. Вырăнта тухса тăнă чăрмавсене пĕтерме оперативлă ушкăнсем йĕркелемелле.