АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпĕ хаçатпа яланах туслă пулнă

09 февраля 2011 г.

Эпĕ хаçатра 2009 çулта ĕçлеме пуçларăм. Яланах редакци коллективĕпе тачă çыхăну тытнăскере, ĕçе кÿлĕнсен йывăрах пулмарĕ.

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Октябрь ялавĕ» хаçата заметкăсем ярса параттăм. Вĕсем пичетленсе тухсан питĕ хĕпĕртеттĕм. Районти шалти ĕçсен пайĕнче, суд приставĕсен уйрăмĕнче службăра тăнă чухне те страницăсенче манăн статьясем пичетленсе тухатчĕç. Ытларах право, саккун енĕпе çырма юрататтăм.

Хаçат редакцине килсен вара тĕрлĕ ялсене тухса çÿрени, нумай çынпа паллашни, вĕсемпе калаçни, материалсем пуçтарни кăмăла каять.

Ман шутпа, журналист следователь пекех тесе калас килет. Мĕншĕн тесен вăл нумай тĕпчет, пĕтĕм енчен тишкерет, каярахпа вара хаçат страницисенче хăйĕн шухăшĕсене статьяра и хайлавра уçса парать, вулакансене паллаштарать. Хаçат-журналпа мĕн ачаранах çыхăну тытниех мана тăван чĕлхен илемне, пуянлăхне туйма пулăшать.

Эпĕ паха опытлă, анлă тавра курăмлă редакци ĕçченĕсем пирки ырă сăмах каласшăн. Вĕсем мана, çамрăк журналиста, ăсталăха ÿстерме, пĕр-пĕр темăпа интересленме, ăна тĕпчесе хитре те илемлĕ материалсем çырма вĕрентсе пычĕç, пыраççĕ те.

Юратнă хаçатăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп, унăн кун-çулĕ вăрăм пултăр, вулаканĕсем йышланса пыччăр!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика