05 февраля 2011 г.
Çĕр пичĕ шурă пĕркенчĕкпе витĕнсенех хĕллехи спорта кăмăллакансем йĕлтĕр-коньки çине тăчĕç, пĕчĕкреххисем çунашка туртса тухса çĕнĕ юр çинче савăнма пуçларĕç.
Иртнĕ çулсенче юр сахал çуни те пулкаланă, кăçал ытли-çитлипех çăвать-ха. Хĕллехи спорт вăййисене ирттерме чăрмав çук.
Кăçал спорт комплексĕ тунипе пĕрлех район администрацийĕ стадион çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ: конькипе ярăнмалли каток хулари пекех. Каçхине стадиона çутатассине те йĕркелерĕç. Халĕ ÿркенмесен кашни каçах стадиона йĕлтĕрпе те, конькипе те ярăнма тухма пулать. Шкул ачисем уроксем хыççăн каток çине васкаççĕ. Юлашки вăхăтра шкул хыççăн вĕсем учительпе пĕрле стадиона тухма пуçларĕç. Питĕ ырă ĕç ку. Чăн та, халĕ ачасем хушшинче йĕлтĕрпе, конькипе ăста ярăнакансем сахалрах-ха. Шанас килет, малашне вĕсем хушшинче чăн-чăн спортсменсем те ÿссе çитĕнĕç.
Стадионра аван-ха. Çапах йĕлтĕрпе вăрманта ярăннине çитмест, паллах. Шурă пĕркен-чĕкпе витĕннĕ хырпа чăрăш вăрманĕнче ярăнни уйрăмах кăмăла çĕклет, сиплĕ сывлăш парнелет. Манăн çамрăксене те, ватăраххисене те йĕлтĕр çине тăрса вăрмана çул тытма сĕнес килет.
Эпĕ чылай ватă çын пулсан та кун сиктермесĕр е вăрмана, е стадиона йĕлтĕрпе уçăлма çÿретĕп. Уссине туятăп.
Пенсионерсемпе калаçкалатăп та, ачаранпа йĕлтĕр çине тăман та, пулмасть пулĕ, теме пăхаççĕ. Е вăтанаççĕ, е кахалланаççĕ. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе çÿрени телевизорпа сериалсем пăхса ларнинчен чылай усăллăрах вĕт!
Хĕл — кану вăхăчĕ. Унпа пирĕн туллин усă курасчĕ. Сивĕ хĕлĕн те кăмăлĕ ăшă. Çут çанталăк ырлăхĕпе май килнĕ таран усă курмалла пирĕн. Çакă сывлăха çирĕплетме пулăшать.
Источник: "Каçал Ен"