АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕншĕн яланах алăк уçă

05 февраля 2011 г.

Районти тĕп библиотекăна чăвашла, вырăсла çырнă çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ.

Юрий Сан çыравçă çинчен, тен, хăшĕ-пĕри пĕлсех те каймасть. Вăл — Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Елчĕк районĕнче çуралнăскер, ытларах сăвăсем çырать пулин те, проза та уншăн ют мар. Хайлавĕсем чăвашла та, вырăсла та кун çути кураççĕ.

«Упи каçман çырминчен» ят панă вăл çĕнĕ романне. Унта çыравçă паянхи кун, чăваш халăх пурнăçĕ, юратăвĕпе ыратăвĕ, савăнăçпа хурлăхĕ пирки сăмах хускатать. Чăваш çĕр-шывĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн сăнланă унта.

Ю.Плотников «Вĕлкĕштĕр Олимп ялавĕ» кĕнекине Олимпиадăсене, унта хутшăннисене халалланă. Унпа паллашсан эсир чăваш ывăл-хĕрĕ çĕр-шыв шайĕнчи ăмăртусенче çеç мар, тĕнчери тупăшусенче те палăрса тăнине тĕплĕн пĕлме пултарăр.

Республикăри, районти хаçатсенче пирĕн ентеш В.Туркай куçарса кун çутине кăларнă кĕнеке çинчен чылай калаçнă. Вăл тутарсен паллă поэчĕн Г.Тукайăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисене вулакансем патне çитернĕ. Вĕсем чăвашла мĕнле вуланине тĕп библиотекăран «Халăхăм, сана юратрăм» кĕнекене илсен тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.

Р.Шевлепин «Телей тилхепи» кĕнекине çыравçăн юлашки вăхăтра çырнă тарăн шухăшлă произведенисем кĕнĕ. Вăл пурнăçри лару-тăрăва тĕплĕн шухăшласа çырать.

Г.Яковлевăн «Влияние меж-этнических отношений на развитие чувашского народа» кĕнеки те вулакансене кăсăклантармалла. Унта автор этника хутшăнăвĕсем чăваш халăхне аталанма пулăшнин темине çĕклет.

Куратăр ĕнтĕ, пурте интереслĕ. Кĕнекесем халăхшăн яланах çывăх пулнă, çынсене ыррине çеç вĕрентнĕ. Çавăнпа та библиотекăсене çÿреме, кĕрсе тухма ан ÿркенĕр. Сирĕншĕн алăксем яланах уçă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика