АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх ачасене пулăшмалла

05 февраля 2011 г.

Район прокуратури Комсомольски ял поселенийĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасен пурăнмалли çурт-йĕр прависене хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Вăл вăхăтра саккуна пăснă 2 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав категорие кĕрекен тăлăх 2 ача 2009 çулхи мартăн 30-мĕшĕнченпех çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтупа учетра тăраççĕ. «Тăлăх ачасене, ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу памалли хушма гарантисем çинчен» федераллă саккун ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн çÿлерех асăннă категорие кĕрекен, хăйсене çирĕплетсе панă çурт-йĕр пулмасан, вĕрентÿ социаллă пулăшу учрежденийĕсенче пулмалли вăхăт вĕçленсен вĕсем пурăнакан вырăнти ĕç тăвакан влаç органĕсен черетсĕрех çурт-йĕр уйăрса памалла.

Çакăн пирки РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕнче те, Комсомольски ял поселенийĕн Уставĕнче те палăртнă. Ăна ЧР бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçламалла.

Çÿлерех асăннă çитменлĕхсем тĕлĕшпе суда тавăç тăратнă.

Кашни ачан çемьере çитĕнмелле. Çак ирĕке унран никам та туртса илме пултараймасть. Анчах, шел те, нумайăшĕ тăван çемьере çитĕнеймест.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика