АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамайпа мухтанатăп

05 февраля 2011 г.

Манăн кукамай, Клавдия Николаевна Акчурина, 37 çул вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшнă. Шкул алăкне пĕрремĕш хут уçнă ачасемпе ĕçлеме çăмăл пулман ăна. Вĕсемпе ĕçлеме чăтăмлăх та, çепĕçлĕх те, Турă пани те кирлĕ. Вĕренекенĕсем вара кукамая хăйсен юлташĕ вырăннех хунă.

Паянхи кун та вĕренекенĕсем Клавдия Николаевнăна манмаççĕ. Уявсенче, çуралнă ку-нĕнче шăнкăравлаççĕ, ăшă сăмахсем калаççĕ, сĕнÿ-канаш та ыйтаççĕ. Кукамай вĕсем янă открыткăсене пĕр хутчен кăна мар вуласа савăнать, хăйĕн шкулти пурнăçне аса илет.

— Эпĕ вĕрентнĕ ачасем халĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ: врач та, учитель те, зоотехник та пур... Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнатăп, мухтанатăп,— тет вăл мăнаçланса.

«Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Ĕçри пултарулăхшăн кукамая Чăваш АССРĕн Çутĕç министерстви 1977 çулта Хисеп грамоти парса чысланă. Каярахпа вара Клавдия Николаевна «Халăх çутĕç отличникĕ» ята та тивĕçнĕ. Манăн кукамай 1982 çултанпа — «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ». Педагогика ĕçĕн ветеранĕн арчинче нумай Хисеп тата Тав хучĕсем упранаççĕ.

Тивĕçлĕ канура пулсан та, кукамайăн пушă вăхăчĕ çук, пирĕн валли алсиш-чăлха çыхать, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытать.

Кукаçипе иккĕшĕ 2005 çулта «Ылтăн мăшăр» конкурса хутшăнса Диплом илме тивĕç пулчĕç.

Февралĕн 1-мĕшĕнче манăн кукамай 75 çул тултарчĕ. Эпĕ ăна чун-чĕререн ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика