05 февраля 2011 г.
2010 çулта районти суд приставĕсен уйрăмĕнче пурнăçламалли 5442 производство пулнă. Çакă çулталăк маларахри кăтартуран самай пĕчĕкрех (2009 çулта 6931 пулнă). Вĕсен шутĕнче уйрăмах ПАИ штрафĕсем нумай.
Шыраса илнĕ парăмсен виçи вара пысăкланнă, вăл 9,3 миллион тенкĕпе танлашать. Çак кăтарту 2009 çулта 6,7 миллион тенкĕ пулнă.
Пĕлтĕр кашни суд приставне 2618 исполнительлĕ производство лекнĕ, виçĕм çул – 2894.
Алиментсене шырассипе те çине тăрса ĕçленĕ районти суд приставĕсем. Ку енĕпе 170 яхăн производство вĕçленĕ. Çав шутра алимент тÿлемен 6 çынна УК 157 статйипе уголовлă явап тыттарнă.
Районти суд приставĕсем хăйсен умне лартнă чылай тĕллеве пурнăçланă. 2010 çулта 1 миллион та 447 пин те 207 тенкĕлĕх налук шыраса илсе патшалăх хыснине хывнă. Вĕсем шыраса илнĕ штрафсен сумми те пысăк – 1 миллион тенкĕ ытла.
«Парăма вăхăтра тÿленинчен ырри çук»,— терĕ калаçура районти суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.П.Иванов. Тĕслĕх те илсе пачĕ. «Енчен те 100 тенкĕ налука вăхăтра тÿлемен пулсан, ун çумне тата 500 тенкĕ хушса (исполнительский сбор) шыраса илетпĕр. 100 тенкĕ тÿлемен налукшăн материалсене суда ярса парсан вара патшалăха 100 тенкĕ пошлина тÿлес пулать. Çав 100 тенкĕ пошлинăна вăхăтра тÿлемесен эпир каллех 500 тенкĕ хушса шыраса илетпĕр. Çапла вара çыннăн 100 тенкĕ налука вăхăтра тÿлеменшĕн 1200 тенкĕ патшалăх хыснине хурас пулать»,— ăнлантарчĕ Владимир Петрович.
Источник: "Каçал Ен"