АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлли хоккей площадкинче вăй виçет

02 февраля 2011 г.

Иртнĕ эрнере районти шкулсем хушшинче хоккей турнирĕ иртрĕ. Унта 1993—1995, 1996—1997, 1998—1999-мĕш çулсенче çуралнă арçын ачасем — виçĕ ушкăнпа ăмăртнă. Виçĕ ушкăнĕнче те çĕнтерсе пырса Урмаел вăтам шкулĕн командисем пĕрремĕшсем пулчĕç. Кун пек çĕнтерÿ вĕсен — иккĕмĕш çул харăс ĕнтĕ. Урмаел вăтам шкулĕн хоккей команди хăйĕн çитĕнĕвĕпе чăннипех мухтанма пултарать. Хоккей секцине педагогра 32 çул тăрăшакан Н.С.Сахров ертсе пырать. Ăмăртура нĕркеçсем иккĕмĕш, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Хисеп хучĕсем тата хаклă парнесем парса чысланă.

Çавăн пекех Комсомольски 2-мĕш, Асанкасси, Тукай Мишер тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен спортсменĕсем те тупăшăва хутшăнса хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартрĕç.

Паллах, хоккеистсен ăсталăхĕ ăмăртусенче туптанать. Хоккейра чи яваплă вырăн — хапха умĕнче. Голкиперăн вăр-варлăх çÿлти шайра пулмалла. Шайба хăвалакансен вара хăвăртлăхпа, хăюлăхпа палăрмалла.

«Районта ача-пăча хоккейĕ мĕнлерех сывлать», — ыйтрăм район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп специалистĕнчен Е.А.Тихоновран. «Хоккей «кăшăлĕсем» районта темиçе те. Çапах та ачасен ăсталăх шайĕ пĕчĕк. Кунта каллех укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч. Тупăшусене хутшăнма тата ытти хатĕрсем туянмалла. В ырăнти хăй тытăмлăхра спорта аталантарма пулăшакансем сахал. Юхăм вăй илессе шанас килет»,— терĕ Евгений Аркадьевич, турнир кăтартăвĕсемпе паллаштарса.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика