02 февраля 2011 г.
Январĕн 21-мĕшĕнче Асанкасси вăтам шкулĕнче районти физика учителĕсен черетлĕ фестивалĕ иртрĕ. Пухăннисене чи малтанах Н.И.Чумаков директор шкул ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Ун хыççăн директор çумĕ А.И.Копташкина фестивалĕн ĕç йĕркипе паллаштарчĕ. Каярахпа вара шкулăн иккĕмĕш хутĕнче йĕркеленĕ выставкăна та çитсе курчĕç.
Жюри членĕсем пирваях И.И.Евграфова учитель «Линзы» темăпа уçă урок ирттернипе паллашма кăмăл турĕç. Юнашар класра тăххăрмĕшсемпе физика учителĕ Г.Н.Петров та «Свободное падение в режиме любого падения» урок йĕркелерĕ. Темăна тĕрлĕ опытсем кăтартса уçса пачĕ, ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, мультимедийлă проекторпа усă курчĕ.
10-мĕш класс ачисемпе В.Н.Петров «Турнир эрудитов по физике» темăна уçса пачĕ. Физик çĕнĕ технологисемпе усă курни урокăн сĕмне улăштарчĕ.
Уçă уроксем вĕçленсен Л.М.Макарова «Действия магнитного поля на организм» темăпа калаçу йĕркелерĕ. Сывлăха тĕрĕслемелли тĕрлĕ аппаратсемпе усă курмаллине ăнлантарчĕ.
Фестивале хутшăнса уроксем панă вĕрентекенсем — пурте аслă категориллĕ педагогсем. Çавăнпа та вăл пысăк шайра тата усăллă иртрĕ. Ачасем те, вĕрентекенсем те кăмăллă юлчĕç.
Фестиваль вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурс пулчĕ: «Творчествăлла урок», «Ачасен пултарулăхĕ», «Учительсен пултарулăхĕ», «Вĕренекенсен симпатийĕ».
«Творчествăлла урок» конкурсра Хырхĕрри тĕп шкулĕн учителĕ Г.Н.Петров пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Н.Петровпа (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) И.И.Евграфова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) тухрĕç.
«Ачасен пултарулăхĕ» конкурсра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Богдан Шикарев (ертÿçи — технологи предмечĕпе вĕрентекен В.Г.Константинов) çĕнтерчĕ.
Г.Н.Петров, В.Н.Петров, И.И.Евграфова тата С.В.Абукина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) «Учительсен пултарулăхĕ» конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
Тăваттăмĕш конкурсра вара И.И.Евграфова педагог «Вĕренекенсене чи килĕшекен учитель» ята тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕсем Хисеп хучĕсем тата парнесем илме тивĕç пулчĕç.
Фестиваль вĕçĕнче, Космонавтика çулĕ пулнă май, ачасем хăйсен аллисемпе туса хатĕрленĕ ракетăсене тÿпене вĕçтерсе хăпартрĕç.
Источник: "Каçал Ен"