АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрчăкан пек вăр-вар, мал ĕмĕтлĕ

02 февраля 2011 г.

 

Çынсем çавăн пек пулма пултараççĕ-ши, тĕлĕнетĕп эпĕ Аслă Чурачăкра пурăнакан Елена Васильевна Лукиянова çине пăхсан. Мухтанă пек те, анчах ырă сăмах каласах килет. Никам та ăна юбиляр тесе калаймĕ. Кил-çуртри ĕçсене те пурнăçласа ĕлкĕрет, магазинти япаласен ассортиментне лайăхлатас тесе те тăрăшать.

Лена Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан бухгалтерсем хатĕрлекен курс пĕтернĕ. Пĕр вăхăт Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятире хăй суйласа илнĕ ĕçпе тăрăшнă. Вăл вăхăтра ялта художество пултарулăх коллективĕ аталаннă. Ăна пуçаруллă çын (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Е.А.Николаева ертсе пынă. Елена Александровна пултаруллă çамрăксене пĕр çĕре пуçтарса хавхалантарса пынă. Кунĕпе ĕçленĕ хыççăн яш-кĕрĕм клуба пухăнса репетицисем ирттернĕ. Хĕрсемпе каччăсенчен чыла-йăшĕ район центрĕнче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра унта çитсе килме çул-йĕр япăх пулнă-çке. Апла пулин те вĕсем хавхалансах халăх умне тухса спектакльсем кăтартнă. Мĕншĕн кун пирки тĕплĕнрех чарăнса тăтăм-ха; Елена Варламова концертсене те, спектакльсене те хастар хутшăнакансенчен пĕри пулнă. «Качча кайичченех спектакльсем хатĕрлесе халăха кăтартаттăмăр. Клубри зал çынсемпе лăк тулли пулни пире хĕпĕртеттеретчĕ, хавхалантаратчĕ те. Кÿршĕ ялсене те çитеттĕмĕр»,— аса илет вăл. Чăннипех те çĕнĕрен-çĕнĕ спектакльсем кăтартатчĕç. Эпĕ ун чух пĕчĕк пулнă пулсан та, çав самантсем асрах. Çăвар карса пăхнă эпир ялти артистсем çине.

1988 çултанпа вара Елена Васильевнăн пурнăçĕ суту-илÿпе çыхăннă. Райпо системинчи магазинсенче ĕçленĕ. Çĕн йĕркелÿ, рынока куçнă тапхăрсенче кунта хăйне евĕр кăткăслăхсем тухса тăнă. Каярахпа Лукияновсем хăйсем те предпринимательствăпа ĕçлеме пуçланă. Аслă Чурачăкра «Эльвира» магазин уçнă. Малтан апат-çимĕç продукчĕсемпе çеç ĕçленĕ пулсан, юлашки çулсенче хуçалăх таварĕсем сутакан уйрăм пÿлĕм те пур. «Çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшатпăр. Ассортимент пуян пултăр тесен пурнăç уттинчен юлма юрамасть»,— палăртать Е.Лукиянова.

Вĕсен çемйи выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытать. Çу кунĕсенче магазин умĕнче кашниех илемлĕн курăнакан тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексене пăхса тăранаймасть. Килĕнчи пахчара та çавăн евĕрлĕ ÿкерчĕкех. «Мĕн ачаран чечексене кăмăлласа ÿснĕ эпĕ. Хитрелĕхе, тирпейлĕхе юрататăп»,— тет Елена Васильевна. Пÿлĕмсенче те чечек нумай. Пурне те хăй пăхса тăрать.

«Пĕчĕкренех ĕç çумне çып-çăнтарса ÿстернĕ пире атте-анне. Пĕр минут ĕçсĕр ларас килмест»,— сăмахне тăсать пултаруллă хĕрарăм. Суту-илÿ системинче тăрăшнă чухне те, маларах ĕнтĕ, колхозра пай илсе те ĕçленĕ.

Юрий Геннадьевичпа пĕрле вĕсем 2 ывăлпа хĕр пăхса çитĕн-тернĕ, вĕсене пĕлÿ панă. Генăпа Эльвира мăшăрлă. Вĕсем амăшĕпе ашшĕне мăнуксемпе савăнтараççĕ.

Паян Е.В. Лукиянован юбилей. Тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем, çывăх çыннисем ăна саламлама пуçланă та ĕнтĕ. Малашне те пăрчăкан пек вăр-вар пулма вăй-хал сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика