02 февраля 2011 г.
Сĕт-çусăр, аш-какайсăр пурăнаймастпăр. Анчах та паянхи кун выльăх-чĕрлĕх тытакан уйрăм çынсене те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене те йывăр лекет. Ĕçлеме пултараççĕ-ха вĕсем, анчах апат енчен хĕсĕк. Ĕне, сысна, кайăк-кĕшĕк тытакансем хĕл вĕçленичченех выльăхсене çăва мĕнле кăларасси пирки шутлаççĕ. Ял çынни 1—2 ĕне, темиçе сысна çеç тытать пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен 10-шар, 100-шер те. Продукци илес тесен вара выльăха тулăх тăрантармалла.
Кăçал районти хуçалăхсем хĕл каçма кашни условнăй выльăх пуçне 22 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Çакă çителĕксĕр. Çавăнпа та çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсенчен «Искра», «Восток», «Асаново», «Пайгас» ял хуçалăх предприятийĕсем, «Сюрбеево», «Дубовка» ОООсем тата ыттисем те улăм, утă кÿрсе килнĕ. Жом, патока, жмых тата белокпа витамин хутăшĕсем туянаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"