АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне милици мар, полици пулать

02 февраля 2011 г.

 

Çулталăк пуçламăшĕнче кашни çулах журналистсем районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнчен интервью илесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă халĕ те Г.Н.Кокшин милици подполковникĕ редакци тĕпелĕнче иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене те тишкерчĕ.

— Геннадий Николаевич, начальник кăна мар, кашни милиционер малашлăх тĕлĕшпе пуç ватать пулĕ. Штат пĕчĕкленет, ĕç калăпăшĕ вара ÿсет. Ку Сире хăратмасть-и;

— РФ Президенчĕ 2009 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатмалли мерăсем çинчен» кăларнă 1468-мĕш Указĕпе тата Раççей Шалти ĕçсен министерствин 2010 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнчи 77-мĕш указне пурнăçласа хальхи вăхăтра шалти ĕçсен органĕсен тытăмне виçеллĕ туса йыша 22 процент чакарас енĕпе ĕçлеççĕ.

Çак ĕçе ерипен, кашни сотрудникăн професси пахалăхĕсене, кăмăл-сипетпе, психологипе тата сывлăхпа çыхăннă самантсене шута илсе пурнăçлаççĕ. Çав вăхăтрах перекетленĕ укçа-тенкĕпе сотрудниксене шалупа тивĕçтерессине ÿстереççĕ. Кăçал мартăн 1-мĕшĕнчен милицирен полици туса хураççĕ.

Штат пĕчĕкленет, кашни сотрудникăн ĕç калăпăшĕ чăннипех ÿсет. Ĕç ÿсни пĕрре те хăратмасть, мĕншĕн тесен чи лайăх та пултаруллă милици ĕçченĕсем кăна ретре юлĕç. Анлă тавра курăмлă, юридици ыйтăвĕсене лайăх пĕлекен, пултаруллă çынсем пулĕç. Вĕсене вара аттестаци комиссийĕ палăртĕ.

— Çакă вырăнлă-и, çавна пула преступленисен шучĕ ÿсмĕ-ши;

— Преступленисемпе тÿрремĕнех кĕрешекен, профилактика енĕпе ĕçлекен, çавăн пекех производствăри уголовлă ĕç-семпе процесс ĕç-хĕлне тивĕçтерекен сотрудниксене тивекен тиев нумай ÿсмĕ. Çапла вара штата чакарнипе преступленисен шучĕ ÿсмелле мар.

— Çитес вăхăтрах вара милиционер полицейские куçать-и;

— Полици тытăмĕ пулать. Унта ĕçлекенсене епле чĕнме тытăнаççĕ — вăл хальлĕхе паллă мар-ха. Сотрудниксен тумĕ те улшăнмалла. Тĕллевĕсем, тĕпрен илсен, çавсемех юлаççĕ.

— Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен па-йĕсене пĕрлештереççĕ текен хыпар та çÿрет. Ун пирки мĕн калама пултаратăр;

— Кун пирки хальлĕхе калама иртерех-ха. Пурăнăпăр – курăпăр.

— Районти çынсене çул çитмен ачасем киревсĕр ĕçсем туни пăшăрхантарать. Экономикăра преступлени тунă тĕслĕхсем мĕн чухлĕ пулнă;

— Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе чылай тимлеççĕ. Иртнĕ çул çамрăксен киревсĕр ĕçĕсен шучĕ чакнă (2009 çулта – 10, 2010 çулта вара 6). Паянхи кун профилактика шутĕнче 27 ача тăрать. Вĕсемпе çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, калаçусем ирттереççĕ.

Иртнĕ çул саккуна уяман 140 тĕслĕхе уçса пама май килнĕ, 123 çынна явап тыттарнă. 15 уголовлă ĕçе преступленисене тăваканнисене тупса палăртманнине пула чарса лартнă. Экономикăра вара 34 (çÿлте асăннă шутран) преступлени тупса палăртнă. Милици сотрудникĕсем тăрăшнипе пурлăх енĕпе кÿнĕ тăкака 100 проценчĕпех саплаштарма май килнĕ.

— Калаçушăн тавтапуç. Ансат мар лару-тăрура сире ĕçĕрсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыма сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика