АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

29 января 2011 г.

Чирлисене йышăнакан пÿлĕме хĕрĕх çулсенчи хĕрарăм кĕчĕ. Сăнĕ унăн шурса кайнă, сасси çĕтнĕ, хăйне начар туять пулас. Сĕтел хушшинче ларакан çамрăк тухтăр тÿрех ĕçе пикенчĕ. Мĕн канăçсăрлантарнине ыйтнăçемĕн температурине виçрĕ, юн пусăмне тĕрĕслерĕ, ÿпкесене итлесе пăхрĕ. Унтан чирлекене тăхтаса тăмасăрах васкавлă пулăшупа больницăна каймалли çинчен пĕлтерчĕ.

Çапла, пĕр кунта кăна миçе çынпа курса калаçмасть-ши, миçе çын сывлăхне тĕрĕслесе сиплемест-ши Шупашкарти Гузовски урамĕнчи 4-мĕш участок врачĕ Алеся Валерьевна Мальцева. Хăй патне пырайман ватăсене килĕсене пырса пăхма вăхăт тупать вăл. Хула çыннисем сывлăх тĕлĕшпе хăйсене ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Пăртак ыратсан та тÿрех тухтăра шăнкăравлаççĕ, çавăнпа та участок врачĕ паянлăха ĕç вĕçленчĕ-ха тесе татса калама пултараймасть. Ахальтен мар шурă халатлă çамрăк хĕрарăма кунта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ, ăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Унăн ырă сăмахĕ тепĕр чухне хаклă эмелрен те сиплĕрех пулать.

Диагноз тĕрĕс лартса вăраха ямасăр сиплесси тухтăр ăсталăхĕнчен нумай килет. Çакна тума çамрăк специалиста И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче илнĕ тарăн пĕлÿ çеç мар, хăй кăмăллакан профессипе 5 çула яхăн ĕçлесе пуçтарнă паха опыт та питĕ пулăшать.

Алеся медицинăна ачаранпах кăмăлланă. Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ тăрăшуллă хĕр. Ашшĕ-амăшĕ уншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Вĕсем – ял-йышра та, районта та ят-сумлă çынсем. Татьяна Ивановнăпа Валерий Федорович Волковсем нумай çул çамрăк ăрăва физкультурăпа пĕлÿ парса çирĕп сывлăхлă пулма вĕрентеççĕ, спортăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Ÿсĕмĕсене кура Т.И.Волкова ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ ята илме тивĕçрĕ.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Аслисен тăрăшулăхĕ хĕрĕнче те палăрать. Çамрăк пулнине пăхмасăрах Алеся Валерьевнăна пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн заведующийĕн ĕçĕсене туса пыма шаннă. Чирлисемпе кăна мар, ĕçтешĕсемпе те вăл пĕр чĕлхе тупма пултарать.

Лара-тăра пĕлмесĕр, юратса пурнăçлать хăйĕн ĕçне Каçал ен хĕрĕ. Пирĕн ентешĕмĕрсем тĕп хуламăрта та ырă ятлă, мухтава тивĕçлĕ специалистсем пулнишĕн чун савăнать, мăнаçлăхпа тулать.

— Мана çуратса савса ÿстернĕшĕн, çын тунăшăн атте-аннене тав тăватăп. Вĕсен юратăвĕ, пиллĕхĕ яланах манпа пĕрле. Аслисем ăс, канаш-сĕнÿ пани маншăн нихăçан та ытлашши пулман,— тет А.В.Мальцева.

Мĕншĕн çемье династине малалла тăсма шутламарăр тесе ыйтсан Алеся Валерьевна çапла хуравларĕ: «Çынна пĕлÿ парасси, чиртен сыватасси — питĕ сăваплă, яваплă ĕçсем. Сывлăха упрама вĕрентессине те хамăн тивĕçĕм тесе шутлатăп. Апла пулсан, эпĕ пĕр вăхăтрах — тухтăр та, вĕрентекен те».

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика