АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса вулатпăр, нумай çул çырăнса илетпĕр

29 января 2011 г.

(блиц-интервью)

Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем тата ытти чĕлхепе калаçакансем пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ, уявсем туса ирттереççĕ. Çавсем пирки, Тăван ен аталанăвĕ çинчен тата нумай-нумай хыпар пĕлтерет район хаçачĕ. Пирĕн туссем йышлă. Вĕсем пире вăй-хал, хăват парса тăраççĕ. Çакна эпĕ нумаях пулмасть курса калаçнă çынсен сăмахĕсенчен туйрăм. Паллашар-ха вĕсен шухăшĕсемпе.

Николай Михайлович Иванов:

— Эпĕ тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармастăп. Район центрне тухсан паллакансемпе тĕл пулса калаçатăп. Çавăнпа та хыпар-хăнара илтсех тăратăп. Анчах та «Каçал ен» хаçата алла тытсан унта çĕннине, пĕлменнине куратăпах. Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ вăхăтрах райхаçатпа туслă пулнă, халĕ те кĕрсех çÿретĕп. В.Чубаев, В.Кириллова çырнă калавсем кăмăла каяççĕ. Малашне те хаçатра вулакансен кăмăлне тивĕçекен хайлавсем пуласса шанса тăратăп.

Василий Михайлович

Константинов:

— Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ эпĕ. Водительте, преподавательте те тăрăшнă. Рейсран ывăнса килсен те «Октябрь ялавне» алла илеттĕм. Палланă хушаматсене, ятсене курсанах тимлесе вулаттăм. Халĕ те çаплах. Эпĕ те район хаçатне пуçламăшĕнчен тытăнса вĕçне çитиех вуласа тухатăп. Ĕçре ăнăçу сунатăп хаçатçăсене. Вулакансем хутшăнсах пыччăр.

Альбина Степановна Галкина:

— Эпĕ те, мăшăр та, Николай Ефимович, хамăрăн ĕмĕре ачасене тарăн пĕлÿ парассипе ирттертĕмĕр. Анчах та районта тухса тăракан «Октябрь ялавне» (халĕ «Каçал ен») пĕр çул та çырăнмасăр юлман. Унта мĕн пичетлени пурте килĕшет. Манăн мăшăр, Комсомольски вăтам шкулĕнче математика предметне вĕрентнĕскер, хаçатпа питĕ туслăччĕ. Вăл вуланипе çеç лăпланса лармастчĕ, редакцие статьясем парса хăваратчĕ. Вĕсене хаçат страницисенче курсан пĕрле хĕпĕртеттĕмĕр. Паянхи кун вăл сывлăхне пула хаçатпа çыхăну тытайманшăн кулянать. Эпĕ хам редакцие кĕрсе çÿреме хавас. Унта питĕ кăмăллăн кĕтсе илеççĕ.

Валентина Борисовна Тихонова:

— Хаçат-журналсăр манăн пурнăç çук. «Чăвашпичет» киоскĕнчен яланах (магазинсене тухсан) мĕнле те пулин пичет изданийĕ туянатăп. Унта хыпарсем, статьясем нумай. «Каçал енре» çуралнă кунпа, юбилейпе саламланисене вулама кăмăллă. Хаçатра район пурнăçĕ, предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ яр-уççăн курăнать. Район хаçачĕ пулнă, халĕ те пур, малашне те пултăр. Çакă манăн, ватă çыннăн, пехилĕ.

Леонтий Петрович

Калашников:

— Район хаçачĕсĕр мĕнле вăл; Эпĕ Асанкассинче çуралса ÿснĕ, Комсомольскинче тĕпленнĕ. Хамăр тăрăхри чылай çынна пĕлетĕп. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырнă статьясем тухсан тимлесех вулатăп, çамрăклăха, вăл е ку çулсене аса илетĕп. Эпĕ бизнесмен мар пулсан та пĕлтерÿсене, рекламăсене те пăхкаласа илетĕп. Теприсем суту-илÿпе ĕçлемесен мĕн тума кирлĕ вĕсем теççĕ. Эпĕ ун пек шутламастăп. Хаçатра халĕ пичетленекеннисем пурте кирлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика