29 января 2011 г.
Çын кил-çуртсăр пурăнаймасть, ĕмĕрĕпех ăна çĕнетессишĕн тăрăшать. Акă иртнĕ çул «Ялта пурăнакан» федераллă программăпа килĕшÿллĕн районти 28 çемьене патшалăх тавăрса памалла мар укçа-тенкĕпе пулăшнă. Вĕсене илме ял хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшакан çынсем тивĕçнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов кăрлачăн 27-мĕшĕнче çурт-йĕр тума пулăшу илнĕ çемьесене çитсе курчĕ, строительство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, сĕнÿсем те пачĕ.
Тĕслĕхрен, Тутар Шурут ялĕнче пурăнакан Гайняловсен çемйи Çĕнĕ çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илнĕ. Çемье пуçлăхĕ — Рустем Рафикович, 20 çул ытла «Урожай» колхозра водительте тăрăшать. Ун пирки председатель те, ытти специалистсем те ырласа çеç калаçаççĕ. Вăл ял çинче те пысăк хисепре. Р.Гайнялов ĕçлекенсемшĕн яланах тĕслĕхре. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Гельфирин Харисовна, малтанхи вăхăтра фермăра ĕçленĕ. Маттур та пултаруллă хĕрарăм паянхи кун — Шурут çыхăну уйрăмĕн почтальонки.
Гайняловсем икĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ, Фарид, çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа тăван яла таврăннă. Кĕçĕн ывăлĕ Ильфат Шурут вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлÿ пухать.
— Пире çурт-йĕр тума пулăшу панăшăн чĕререн савăнатпăр. Çурт çĕклесси çăмăл ĕç мар. Паллах, хамăрăн та чылай тăрăшма лекрĕ,— терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ пире ăшшăн кĕтсе илсе.
Чăннипех те хăтлă çурт лартнă Гайняловсем. Пÿртри тасалăх, тирпейлĕх кăмăла кайрĕ.
Пĕрре те алă усса лармаççĕ вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çуллахи вăхăтра тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Пĕр сăмахпа каласан – Рустем Рафиковичпа Гельфирин Харисовна ĕçре кăна мар, килти хуçалăхра та харсăр.
Ырă пурнăç сунатпăр вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"