26 января 2011 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен участок уполномоченнăйне Сергей Прохорова чылайăшĕ паллаççĕ. Милици капитанĕ йĕрке хуралĕнче 6 çул ытла тăрăшать. Инкеке лекнисене пулăшма, усалпа çыхланнисене тăрă шыв çине кăларма ăнтăлать вăл.
С.Прохоров 1982 çулта Нĕркеç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Прохоровсен тăватă ача пулнă, Сергей вĕсенчен — чи кĕçĕнни. Роза Николаевнăпа Павел Антипович Прохоровсем ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма, ăна яланах тĕплĕн туса вĕçне çитерме хăнăхтарнă. Ĕç ветеранĕсем яланах ачисемшĕн кăна мар, ял-йышшăн, кÿршĕ-аршăшăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Сывлăх хуралĕнче чылай çул тăрăшнă хĕрарăм виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне чун-чĕре тасалăхне, лартнă тĕллевсем патне ăнтăлма та вĕрентнĕ. «Пурнăçра виçĕ япалана çухатмалла мар: шанчăка, чыса, канăçлăха. Виçĕ япала нихçан та шанчăкра мар: влаç, ăнăçу, пурлăх. Парăма ан кĕрĕр, ыттисене йывăрлăха ан кĕртĕр»,— вĕрентсе каланă вĕсем ачисене.
Сергей малтан Нĕркеç тĕп, ун хыççăн Елчĕк районĕнчи Курнавăш вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухать. Вĕреннĕ чухнех вăл спортпа тата физкультурăпа туслă пулнă. «Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрма тăрăшаттăм. Ял тăрăхĕнче, районта иртекен волейбол турнирĕсене хаваспах хутшăннă. Кире пуканĕ йăтакан пăхаттирсемпе те чылай ăмăртнă. «Эпĕ яланах çакна пĕлнĕ: спорт характера çирĕплетет, вăй-хала аталантарать»,— калаçрĕ манпа шкул пурнăçне аса илсе пакунлă çын.
Вăтам шкул пĕтерсен С.Прохоров Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн филиалĕн юридици факультетне куçăмлă майпа вĕренме кĕрет. 2004 çулта алла аслă пĕлÿллĕ юрист дипломне илсен районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пикенет.
«Ун чухне манăн пичче Александр Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă. Ăна пăхса милици сотрудникĕсен ретне тăма шутларăм та ĕнтĕ эпĕ. Пĕрремĕш ĕç кунне паянхи пекех ас тăватăп. Асанкассинчи харкашакан пĕр çемьене çитме тÿр килчĕ. Çемьере кил хуçи «симĕс çĕленпе» туслă пулнăран, мăшăрĕпе ачисене пĕр канăç та паман иккен. Ĕçлесе илнĕ укçи-тенкипе тус-юлташĕсене эрех-сăра илсе хăналанă. Паллах, кун пек çемьере хирĕçÿ, телейсĕр ачалăх, канăçсăрлăх хуçаланаççĕ. Чылай ăнлантарма тиврĕ арçынна. Çавăн чухнех эпĕ ăнкартăм: милици ĕçченĕн тĕрĕс мар çул çине тăнă çынсен чунне чĕртме учитель те, врач та, психолог та пулмалла»,— сăмахларĕ манпа Сергей Павлович.
Çăмăл мар саккун хуралĕнче тăма. Участковăйсем ялсенче рейдсем те ирттереççĕ. Асанкасси тата Хырхĕрри ял поселенийĕсенче участковăй пулнă май унти çынсемпе курса калаçать С.Прохоров. Тата профилактикăлла ытти мероприятисем те ирттерет. Кÿршĕ-аршă харкашнине, хирĕçнине курсан тÿрех асăрхаттарать.
Вăхăта ахаль ирттерме юратмасть милици капитанĕ.
Службăра пирвайхи кунсенче наставникĕ пулнă Сергей Васильевич Свинин пирки ырăпа кăна калать.
Источник: "Каçал Ен"