26 января 2011 г.
Ача çурални пысăк савăнăç та, асра юлмалли самант та. Кăçалхи январĕн 16-мĕшĕ — Асанкассинчи Демьяновсемшĕн уйрăмах паллă кун. Марина Николаевнăпа Владислав Геннадьевич çемйине йĕкĕрешсем, Александр тата Елизавета, хутшăннă. Вĕсемшĕн тĕпренчĕксем — иккĕмĕш тата виççĕмĕш ачасем.
Çулталăк пуçланнăранпа районти ЗАГС уйрăмĕ 10 ача çуралнине регистрациленĕ. Вĕсенчен 4-шĕ — çемьере пĕрремĕш, пĕри — иккĕмĕш, виççĕшĕ виççĕмĕш ачасем пулнă.
Источник: "Каçал Ен"