26 января 2011 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсем çинчен Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем манса каймаççĕ. Нумаях пулмасть РФ Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче те çур акине ирттерме Раççей ял хуçалăх тата Перекет банкĕсем апат-çимĕç туса илекенсене кĕске вăхăтлăха кредитсем парас ыйтăва пăхса тухнă. Ун виçи 11 процентпа танлашасси çинчен пĕлтернĕ. РФ Правительстви шайĕнче çунтармалли-сĕрмелли материал хакне 10 процент йÿнетесси пирки калаçу пырать.
ЧР Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, фермерсене, килти хушма хуçалăхсене пĕлтĕрхи йывăр лару-тăруран тухма пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен 109,7 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă.
Çак укçа-тенкĕн пĕр пайĕ пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсене те çитессе шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"