АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемесен тухăç пулмĕ

26 января 2011 г.

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков тăтăшах интересленсе тăрать. Иртнĕ çул çанталăк условийĕсемпе çыхăннă кăткăс лару-тăрăва пула хуçалăхсем умне йывăрлăхсем тухса тăнă. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе зоотехниксен нумаях пулмасть иртнĕ канашлăвĕнче Геннадий Федорович çак тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Канашлăва хутшăннисем пирваях «Дубовка» ОООра декабрь уйăхĕнче ĕçе кĕртнĕ 160 пуç вырнаçмалăх витере пулса курчĕç. Сĕт сумалли çĕнĕ установкăна курсан хăшĕн-пĕрин хăйсен патĕнче те çакнашкалли лартас кăмăл çуралчĕ. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашнă май, малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç. Чи малтанах ял хуçалăх пайĕн зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕ.

Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем 1175 тонна аш-какай туса илнĕ. 8 хуçалăхра — «Золотой колос», «Дубовка», «Сюрбеево» ОООсенче, «Дубрава», «Дружба», «Турхан» ЯХПКсенче, «Кызыл сабанча», Минатуллинăн, Прокопьевăн хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çак кăтарту, 2009 çулхипе танлаштарсан, сисĕнмеллех ÿснĕ.

Сĕт сăвассипе хуçалăхсем виçĕм çулхинчен аван ĕçленĕ. Иртнĕ çулхи кăтарту 10758 тоннăпа танлашать. Уйрăмах ку енĕпе «Слава», «Алга», «Дружба», «Луч» тата ытти хуçалăхсем палăрнă.

Районти хуçалăхсенче 2010 çулта мăйракаллă шултра выльăх 2009 çулхинчен 91 пуç ÿснĕ.

Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче сысна шучĕ 6814, кайăк-кĕшĕк — 26578, лаша — 718, сурăхпа качака 6099 пуçпа танлашнă.

Каярахпа выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлекен специалистсем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

Начар ĕçленĕ хуçалăхсен ертÿçисене те ятран асăнса асăрхаттарнă.

«Выльăх-чĕрлĕхрен тулăх тата пахалăхлă продукци илесси ăшă та таса витерен, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен технологипе ĕçлеме май паракан оборудованисенчен, ăратран, апатран тата ытти факторсенчен килет. Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсем, специалистсем, ертÿçĕсем малашне те çаксене шута илсе паян — ĕнерхинчен, ыран — паянхинчен лайăхрах ĕçлессе шанас килет»,— тенĕ Георгий Михайлович ăнăçу сунса.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика