АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир сире пулăшма тăрăшăпăр

22 января 2011 г.

 

Районта ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ мĕнле лару-тăрура; Çынсене ку енĕпе мĕле пулăшу панă? Çакă тата ытти ыйтусем тавра калаçрăм районти халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центр директорĕпе Н.В.Антоновпа.

— Николай Витальевич, иртнĕ çул пирĕн районта хăйсене килĕшекен ĕç шыраса пыракансем чылайăн пулчĕç-и?

— 2010 çулта пирĕн центра 1262 çын килчĕ. Цифра пысăк пек курăнать пулин те виçĕм çулхинчен 252 çын сахалрах. 880-шне ĕç тупайманнисен шутне кĕртрĕмĕр. Вĕсенчен 455-шĕ юлашки ĕç вырăнĕнчен хăйсен ирĕкĕпе кайнă, 67-шне предприяти-организацирен хăтарнă. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсем пĕтерсе ĕçе тытăнайманнисем те пур. Ун пеккисем пĕлтĕр 70-ĕн пулчĕç. Тĕпрен илсен ĕç шыраса килекенсем — хĕрарăмсем (54,9 процент), 16—29 çулсенчи çамрăксем те йышлă —379 çын. Кĕркунне тата хĕлле сезонлă ĕçсем вĕçленнипе ĕç шыраса килекенсем йышланаççĕ. Ку тапхăрта шкул е професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтернисем ĕç тупайманнипе пирĕн пата килеççĕ.

— Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ĕçсĕррисен статусне илнисем миçен тăрса юлчĕç?

— 2011 çул пуçланнă тĕле ун пеккисем 174 çын. Ытларах 30 çултан иртнисем (78,7 процент).

— Сирĕн ĕçĕр хăйне евĕр. Центр тĕпрен илсен хăш енĕпе ытларах тимлет?

— Чăнах та пĕрре пăхсан пирĕн ĕç-хĕл курăнмасть те пек. Анчах та кунти специалистсем чылай ĕç туса ирттереççĕ. Эпир районти ĕç рынокĕпе интересленсех тăратпăр. Центра килнĕ çынсене консультацисем паратпăр, вĕсен квалификацине ти-вĕçтерекен ĕçсем шыратпăр. Енчен те кирлĕ ĕç вырăнĕ тупаймасан вĕренме яратпăр. Ĕç вырăнĕсен вакансийĕсен ярмăрккисем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Çул çитмен ачасене, уйрăм граждансене вăхăтлăх ĕç тупса паратпăр. Пĕр сăмахпа каласан центра пыракансене май килнĕ таран пулăшатпăр.

— Николай Витальевич, эсир тĕрлĕ ĕçсем тунине палăртрăр. Уйрăммăн илсен вара...

— Пирĕн пата профессиллĕ пĕлÿ илес енĕпе çеç 1302 çын килчĕ. Тĕрлĕ предприятипе организаци 868 пушă ĕç вырăнĕ пулнине пĕлтерчĕ. Вĕсенчен 89,7 проценчĕ (779 ваканси) рабочи специальноçĕсемпе. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн патра 24 ваканси пурччĕ, вĕсенчен 8-шĕнче ĕç укçи пурăнмалли вăтам шайран пысăкрахчĕ.

Пĕлтĕр центр пулăшнипе 892 çын ĕçе вырнаçнă. Вĕсенчен 361-шне учета тăратнă хыççăн 10 кунтанах ĕç тупса панă. Ĕçсĕр тăрса юлнă 88 çынна профессиллĕ пĕлÿ илме вĕренме янă. 151 çын тÿлевлĕ обществăлла ĕçсенче тăрăшнă. 14—18 çулсенчи 348 çамрăк вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме майсем тупнă. Çулталăк тăршшĕпе ĕç вырăнĕсем тата вĕренÿ учрежденийĕсем пирки 5 ярмăркка ирттертĕмĕр. Унта 346 çын хутшăнчĕ.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, предпринимательство енĕпе ĕçлес кăмăллисене малтанлăха ал-ура çавăрса яма пулăшатăр.

— Ку чăнах та çапла. Иртнĕ çул çеç предпринимательствăпа е хăйсем тĕллĕн ĕçлес текенсене 58 пин те 800-шер тенкĕ укçа парса пулăшнă. Çак тĕллевпе 5292 пин тенкĕпе усă курнă.

— Николай Витальевич, тĕрлĕ сăлтавпа ĕçсĕр тăрса юлнă е ĕç тупайман çынсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Пирĕн пата килĕр, эпир сире мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшăпăр. Сĕнÿ, канаш панипе пĕрлех, вакансиллĕ ĕç вырăнĕсем сĕнĕпĕр. Кăмăлăр пулсан пĕр-пĕр професси илме вĕренме ярăпăр. Ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе республикăра тĕллевлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Çавăнпа та консультаци илме пирĕн пата кĕрсе тухăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика