АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

22 января 2011 г.

 

Эпĕ ку статьяра хаçатăн 80 çулхи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, унта ĕçленĕ çынсемпе, обществăлла корреспондентсемпе кĕскен çеç паллаштарса пытăм. Çырмалли татах та нумай. Мĕншĕн тесен хаçат район утăмĕсемпе пĕр шайра утнă. Унта пурăнакан маттур, хисеплĕ çынсене мухтанă, юлхавсене, йĕрке пăсакансене хурланă. Çитмен-лĕхĕсене те пÿрне витĕр пăхса ирттерсе яман. Специалистсене те сăмах панă, ял хуçалăх, промышленность предприятийĕ-сен, тĕрлĕ учреждени-организаци ертÿçисен статйисене те пичетленĕ.

Статьяра ытларах редакцире ĕçленĕ редакторсен, корреспондентсен ячĕсене çеç асăнтăм-ха. Анчах та вĕсемсĕр пуçне хаçата халăх патне çитерес енĕпе хушма пулăшу панисем те пулнă-çке. Ан тив, вĕсен ĕçĕ статьясемпе заметкăсем çырас енĕпе тÿрремĕнех çыхăнман пулин те «Октябрь ялавĕ», «Каçал ен» хаçатсем тухса тăнинче вĕсен тÿпи те пур. Чи малтанах корректорсем пирки чарăнса тăрас килет. Вĕсен хушамачĕсем хаçат страницисенче çук. Шăпах вĕсем редакторпа, дежурнăй корреспондентпа пĕрле хаçатра йăнăшсем ан кайччăр тесе тимлеççĕ. Сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн вуласа кирлĕ тÿрлетÿсем тăваççĕ. Юлашки 40—50 çулта редакцире ку енĕпе А.Г.Скворцова, Л.Д.Баринова тимленĕ. Корректор ĕçĕ яваплă. Унăн чăваш чĕлхине, унăн орфографи, синтаксис, грамматика правилисене лайăх пĕлмелле. Тепĕр чухне вĕсем опытлă çыравçăсен пĕчĕк кăлтăкĕсене тупса та сĕнÿсем пани пулнă. Юлашки çулсенче ку ĕçе А.Н.Кзыкова (Яковлева) хăнăхса пычĕ.

Сăн ÿкерчĕксемсĕр хаçат илемсĕртерех. Ку анчах мар, вулакансем ĕçре, спортра тата ытти отрасльсенче малта пыракансен сăнĕсене те курасшăн. Вăл енĕпе фотокорреспондентсем ĕçленĕ. Сăн ÿкерчĕкĕ А.Семеновăн, Н.Скворцовăн, А.Кольцовăн тесе çырнисене страницăсенче асăрханах пулĕ. Вĕсем корреспондентсемпе пĕрле е хăйсем тĕллĕн те районти тĕрлĕ ялсенче, предприяти-организацисенче пулса сăн ÿкерчĕксем тунă. Вĕсен ĕçĕ кунпа çеç вĕçленмен-ха. Фотопленка çине мĕн ÿкернине редакцин лабораторийĕнче кăлармалла пулнă. Ку кăна та мар, вĕсене Канаша, тепĕр чухне Шупашкара та клише тутарма илсе кайма тивнĕ.

Клише (сăн ÿкерчĕке тимĕр пластина çине кăларни) пулсан çеç хаçатра вĕсем пичетленме пултарнă. Хальхипе танлаштарсан, фотографсен ĕçĕ кăкăс пулнă. Паянхи кун цифрăллă фотоаппарат, компьютер корреспондентсен ĕçне чылай çăмăллатрĕ.

Редакцие пĕрремĕш хут кĕрсенех пичет машинин тикĕс сассине ас тăватăп-ха. Журналистсем çырнă пур материал та машинистка алли витĕр тухнă. Ку ĕçре В.С.Воробьева чылай çул ĕçленĕ. Вăл Хырай Ĕнел ялĕнчен çуран е велосипедпа вăхăтра килсе çитес номер валли корреспондентсем çырнă статьясене набора хатĕрленĕ, пĕчченех ĕлкĕрсе пынă.

Журналиста ури тăрантарать, теççĕ. Пĕр-пĕр хайлав çырас тесен редакцире стенана е маччана пăхса ларнипе çеç вулакансем патне хыпар çитереймĕн. Çуран çÿренипе пĕрлех автомашинăпа та тĕрлĕ ялсене çула тухма тивнĕ. Тĕрлĕ çулсенче редакцире водительте В.Т.Лисин, Ю.И.Ерискин, Р.Р.Игнатьев, И.Б.Жуков, В.Б.Жуков тата ыттисем тăрăшнă. Вĕсен ирех автомашинăна тапратса тухса çĕрле çеç таврăнни те пулнă. Техникăна яланах юсавлă тытнă. Корреспондентсен кирек хăш вăхăтра та мероприятисене çитмелле пулнă-çке.

Кирек хăш предприяти-организацире те шут ĕçĕ пур. Унсăрăн май та килмест. Редакцире Н.В.Зайкова, В.З.Долгова, В.П.Тимофеева, О.П.Козина бухгалтерта тăрăшнă. Халь çак яваплă ĕçре Т.В.Мамуткина тăрăшать. Пĕчĕк организацире пулсан та вĕсен ĕçĕ сахалах пулман. Апла пулин те вĕсем пĕчченех ĕлкĕрсе пынă.

Техничкăсем, кочегарсем (малтанхи çулсенче вут-шанкăпа, çĕр кăмрăкĕпе хутса тăнă) те редакци ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн.

Хаçат типографире пичетленнĕ. Малтан вăл редакципе пĕрле пулнă. Каярахпа Канаш типографийĕн Комсомольскинчи филиалне туса хунă. Вĕсем редакципе пĕр çуртрах вырнаçнă. Кунта чылай вăхăт А.В. Васильев (Кубня) бригадир-печатникра ĕçленĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш линотипистка (1967 ç.) В.Н.Митюкова пулнă, Л.И.Яковлева, Л.Д.Баринова (Федорова), К.Е.Федотова (Сапожникова) тăрăшнă. Каярахпа вĕсене С.Н.Тимофеева (Игнатьева), О.А.Николаева (Хромова), С.М.Семенова (Поликарпова), Л.М.Демина линотиписткăсем, В.Хораськина, Е.И.Квасова, Н.Н.Самарина, Ю.Петрова, Н.А. Богатырева (Петухова), З.Н.Пудовкина (Воробьева), Р.Коновалова (Арланова) наборщицăсем, Г.Н.Скворцова (Арсентьева), З.Н.Буланкова (Титова), И.М.Пурлушкина, Г.Буслаева, Г.В.Ишмуратова (Крылова) печатницăсем ĕçе тытăннă.

Типографи филиалне нумай çул В.С.Хораськин ертсе пынă. Машинăсем кивĕ пулнă, чылай ĕçе алă вăйĕпе тума тивнĕ. Çапах та хаçат вулакан патне пахалăхлă çиттĕр тесе çине тăрса тăрăшнă.

Хаçат кăçал 80 çул тултарать. Ун историйĕ пирки нумай-нумай çырма пулать. Хаклă вулаканăмăрсем, «Каçал ен» хаçат малашне те сирĕнпе пĕрле пулать.

Хальхи вăхăтра «Каçал ен» хаçата компьютер цехĕнче калăплаççĕ, электронлă майпа «Чăваш Ен Издательствăпа полиграфи комбиначĕн» Патшалăх унитарлă предприятийĕн типографине ярса парса унта пичетлеççĕ. Хаçат тиражĕ ÿссе пырать. Паянхи кун — 2540 экземпляр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика