22 января 2011 г.
Нумаях пулмасть прокуратура ĕçченĕсем хăйсен профессионаллă уявне паллă турĕç. Эпĕ Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Па- тăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăрасшăн. Унта ĕçлекенсем иртнĕ çул преступлени пирки 450 ытла хыпар йышăннă, 103 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ çын пурнăçне тата сывлăхне сиен кÿнипе çыхăннă. Преступленисене тишкерсе пăхсан вĕсен сăлтавĕсенчен ытларахăшĕ эрех-сăрапа иртĕнни, тĕлли-паллисĕр пурнăç йĕркине тытса пыни пулнă.
Районсенчи прокуратура тата оперативлă шырав органĕсемпе пĕрле коррупципе тата рейдерствăпа çыхăннă преступленисене уçса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ çул çеç вырăнти самоуправленин 4 депутачĕ пирки коррупципе çыхăннă преступлени пирки айăплама ĕçсем тăратнă. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксене хирĕç сексуаллă преступленисем тунипе те ĕçсем пуçарма тивнĕ. Маларахри çулсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула чарса лартнă ĕçсене тепĕр хут çĕклесе преступленисене уçса панă.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмне ăна туса хунăранпа эпĕ ертсе пыратăп. Çавăн пекех унта Р.Р.Салимзянов, В.Ю.Егоров, В.М.Ярушкин, Д.Ф.Тазюков, А.С. Эткеров, В.А.Зайцев, Н.В.Маркиданова, И.П.Серов тăрăшаççĕ.
Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ çинчен» федераллă çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Унта преступленисене регистрацилессине, уçса парассине, тĕпчессине татах та оперативлăрах, пахалăхлăрах туса
Источник: "Каçал Ен"