22 января 2011 г.
Январĕн 26—31-мĕшĕсенче Чăваш АССР Совечĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Унта республикăн пĕрремĕш Конституцине йышăннă. Унтанпа кăçал 85 çул çитрĕ.
1925 çулта Чăваш автономи облаçне Чăваш Автономиллĕ Советлă Социализмлă Республики ят панă. Çавăнпа та Çĕнĕ Конституци проектне хатĕрлес ыйту тухса тăнă. Çак енĕпе ятарлă Конституци комиссийĕ йĕркеленĕ. Ун йышне политика, хуçалăх ĕçченĕсемпе специалистсем кĕнĕ. Шăпах советсен 1-мĕш съездĕнче ăна пăхса тухнă. Сĕнÿсемпе канашсем парса съезда хутшăнакансем ăна йышăннă. «Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке издательстви» РГУра ЧАССРĕн 1930 çулта чăвашла тата вырăсла уйрăммăн кăларнă пĕрремĕш Конституцийĕ упранать.
Вăл «Чăваш Автономиллĕ Советлă Социализмлă Республикине туса хунин Декларацийĕ» пайпа уçăлать. Унта çапла çырнă: «Чăваш халăхĕ хăйне ирĕке кăларассишĕн чылай кĕрешнĕ. Темиçе ĕмĕр хушши вăл пусмăрта пурăннă. Апла пулин те йывăрлăхсене пăхмасăр хăйĕн экономикине, йăли-йĕркине, чĕлхине сыхласа хăварма пултарнă». Малалла декларацире республика туса хунă хыççăн чăваш халăхĕ хăйĕн пурнăçне йĕркелес, хуçалăхсене çирĕплетес, политика тата культура шайне çĕклес тĕллев лартнине палăртать. Чăваш ĕç халăхĕ Чăваш Республикинчи пур нацине те экономика тата культура енчен аталанма пĕр пек условисем туса парасси пирки пĕлтерет.
Чăваш АССР Конституцийĕ 37 пайран, 87 статьяран тăрать. Вĕсенче пуринче те демократизаци йĕрки палăрать: «ЧАССР рабочисемпе хресченсен патшалăхĕ пулса тăрать» (1-мĕш статья), «ЧАССРта влаç рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕ армеецсен депутачĕсен аллинче» (3-мĕш статья),— тенĕ унта. Республикăн тĕп саккунĕ: «Рабочисен тата хресченсен пур енлĕн туллин тÿлевсĕр пĕтĕмĕшле пĕлÿ илме майсем пулмалла» тата «Республикăри пур граждансен те ĕçлемелли яваплăх пулмалла».
ЧАССР пĕрремĕш Конституцийĕнче чĕлхе политики çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Чăваш тата вырăс чĕлхисем республика территорийĕнче патшалăх чĕлхи пулса тăнă, унпа патшалăхăн пур учрежденийĕсемпе организацийĕсенче те анлăн усă курма ирĕк панă.
«Советсен суйлавĕ çинчен» пайра суйлав прави, ăна мĕнле ирттересси, депутачĕсене чĕнсе илесси тата ытти ыйтусем пирки çырнă.
Çапла вара Чăваш АССРĕн пĕрремĕш Конституцийĕ республикăн тата чăваш халăхĕн хуçалăх, культура, политика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Паянхи кун та унăн хакĕ çухалман.
Источник: "Каçал Ен"