22 января 2011 г.
Январĕн 19-мĕшĕнче республикăра черетлĕ Информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем – Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилемелли программăна епле пурнăçа кĕртни; пĕчĕк тата вăтам предпринимателлĕх субъекчĕсене федераллă статистика тишкерĕвĕ тăвасси; 435-ФЗ " «О внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации в части совершенствования оборота земель сельскохозяйственного назначения» федераллă саккуна мĕнле пурнăçлани.
Пирĕн района çав кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов, ЧР конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Р.П.Лебедева, федераллă патшалăх статистикин Чăваш Енри территориллĕ органĕн ертÿçин çумĕ П.С.Краснов, ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн заместителĕ А.Н.Яковлев килсе çитрĕç. Пирваях информаци ушкăнĕсен членĕсем Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа тĕл пулса районăн 2010 çулхи социаллă-экономика аталанăвне сÿтсе яврĕç. Ĕçлĕ ушкăнсем Шурут, Комсомольски тата Урмаел поселенийĕсене çитсе халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.
Йÿç Шăхаль ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Матрена Иванова халиччен кивĕ йывăç çуртра пурăннă. Ветерансен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли социаллă программăна тĕпе хурса ăна валли çĕнĕ пÿрт лартса панă. Матрена Владимировнăна хăтлă та ăшă йăва çавăрма Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ (директорĕ — В.В.Максимов) пулăшнă. Кĕске вăхăт хушшинчех çĕклесе лартса ăш-чиккине хăтланă, электричествăпа çут çанталăк газĕ кĕртсе панă ăна. Çак ырлăха чăннипех те тивĕç фронтра 4 çул связистра пулнă хĕрарăм. Çĕнĕ пÿрте куçнă ятпа ветерана информушкăн членĕсем саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.
Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Комсомольски ялĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ тума пуçланă. Унта спорт залĕпе бассейн та пулмалла. Халь кунта строительсем хĕрсех ĕçлеççĕ, ăш-чиккине илем кÿреççĕ, урайсене сарма хатĕрлеççĕ. Район çыннисен шыва кĕрсе савăнас, тренажерсем çинче сывлăха çирĕплетес кунĕсем çывхарсах пыраççĕ. Информаци ушкăнĕ çак объекта çитсе ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ.
Тепĕр информушкăна Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Н. Яковлев ертсе пычĕ. Вĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп специалисчĕпе Е.А.Тихоновпа чи малтанах Урмаел ял поселенийĕн территорине çул тытрĕç. Унта ял пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин кĕтсе илчĕ, поселени статистикипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн вара ушкăн Урмаел вăтам шкулне çитрĕ. М.Х.Ибниаминовăпа М.А.Сулейманова директор çумĕсем тата Н.Г.Тукаев учитель министр çумне шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, классене кĕрсе курма сĕнчĕç. Алексей Николаевича кашни класа укçа-тенкĕ парса юсав ĕçĕсем тума пулăшнă çынсен ячĕсене рамка ăшне лартни те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ.
Çак кун çанталăк сивĕ тăнипе классенче партăсем пушă пулчĕç. «Паянхи кун шкула вĕренÿ патне вăйлăрах ăнтăлакансем кăна килнĕ»,— терĕ А.Н. Яковлев, кабинетсемпе паллашса.
Вăл спорт тата физкультура енĕпе яваплă çын пулнă май, секци, кружок йĕркелени пирки те ыйтса пĕлчĕ. Тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Г.Арсентьева урокра ларакан çамрăк спортсменсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн министр çумĕ 7-мĕш «а» класра вĕренекене Ранис Сафиуллина малашне те спортра ăнăçу тума сунчĕ.
Малалла ушкăн культурăпа кану центрне çитрĕ. Унта вĕсене М.А.Хасанова директорпа художество руководителĕ В.Г.Гибатдинова кулленхи пурнăçпа паллаштарчĕç. Çавăн пекех тĕп хуламăртан килнĕ хăна моделлĕ библиотекăна кĕме кăмăл турĕ.
Çул çÿрев вĕçĕнче информушкăн районти физкультурăпа спорт комплексĕнчи строительство ĕçĕпе паллашрĕ.
Источник: "Каçал Ен"