22 января 2011 г.
Çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесне илсен те, унта япаласен, пулăшусен, тÿлевсен хакĕсем нумай хăпарни пирки пĕлтереççĕ. Пирĕн районта январĕн 17-мĕшĕ тĕлне ку ытлах палăрман. Çакна район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕ вак суту-илÿ объекчĕсенче ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Тĕпрен илсен, ытларах çĕр улмин (15,8 процент), купăстан (56,3 процент), суханăн (11—28,8 процент), пан улмин (2,0—22,0 процент) хакĕсем ÿснĕ. Ку, паллах, шăрăх çанталăка пула иртнĕ çул тухăç сахал илнипе çыхăннă. Çавăн пекех сахăр песукĕн хакĕ 12 процент, шăн пуллăн 20 процент, хура çăкăр 6,7 процент, çăмарта 8—11 процент ÿснине палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"