АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклама пăрахас марччĕ

22 января 2011 г.

 

Паянхи кун çĕр ĕçне пурнăçланă чухне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче тĕп вăй — техника. Çавăнпа та тĕрлĕ формăллă предприятисем çĕнĕ йышши тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем туянма тăрăшаççĕ. Паллах вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Çавăнпах пулĕ юлашки вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче лашасем çине питех тимлĕх уйăрмаççĕ. Вĕсен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Акă, 2009 çулта пурĕ тĕрлĕ формăллă пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 418 пуç лаша пулнă пулсан, кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне 362 пуç анчах юлнă. Çакă выльăх апачĕ енчен хĕсĕкрех пулнипе те çыхăннă пулĕ. Çапах та лашасăр та май килмĕ. Техника хакĕ те, запас пайсем те, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те хакланса пыраççĕ. Хуçалăхри хăш-пĕр ĕçсене, уйрăмах фермăсенче лашасен вăйĕпе те пурнăçлама пулать-çке.

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене илсен, «Урожай» колхозра утсене ытларах тытаççĕ (61 пуç), «Дружба», «Луч», «Восток» хуçалăхсенче лашасен йышĕ 40—30 пуç таранах. Ĕçлеттерсен вăл хăйне хăй тăрантарнине халăхра ĕлĕкех палăртнă. Çавăнпа та вĕсене хаклама пăрахас марччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика