19 января 2011 г.
Калас сăмахăм Геннадий Герасимович Самарин çинчен. Вăл раштавăн 6-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ.
Гена 1935 çулта Хирти Мăнтăр ялĕнчи Герасим Алексеевичпа Марфа Емельяновнăн йышлă çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Самаринсем 4 ывăл, 2 хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл виçĕ çулта чух Герасим Алексеевич салтака тухса кайнă. Унăн Финляндипе пынă вăрçа хутшăнма тивнĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрçăпа тапăнсан, малтанхи кунсенчех çапăçăва кĕнĕ. Пĕр хутчен кăна мар аманнă. Госпитальсенче сывалнă хыççăн — каллех вăрçа. 1946 çулта çеç вăл тăван килне таврăннă. Вăрçă суранĕсем ахаль иртмен, вăл чирлекелесех тăнă, 1951 çулта вара çĕре кĕнĕ.
Çемье пурнăçĕ йывăрлăхра пулнă пирки Гена 7 çул вĕреннĕ хыççăн шкула каяйман, колхозра ĕçлемелле пулнă. Уй-хир ĕçне те çÿренĕ, конюхра та тăрăшнă.
1955 çулта Геннадие салтака илсе каяççĕ. Вĕренÿ чаçĕнче специальность илнĕ хыççăн вăл службăна водительте ирттерет. 1957 çулта киле таврăнать. Салтакран таврăнсан колхозра шоферта ĕçлет, каярахпа ăна механик ĕçне шанса параççĕ. Çамрăксем хушшинче вăл обществăлла ĕçе те активлă хутшăнать. Пултаруллă çамрăка парти райкомĕнчисем асăрхаса оргпай инструкторне лартаççĕ.
Ку 1969 çулта пулнă. Тепĕр çулах ăна Горький хулинчи партин аслă шкулне яраççĕ. Унтан вĕренсе тухсан парти райкомĕн инструкторĕ, каярахпа пай пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлет. 1987 çулта Г.Самарина «Сельхозэнерго» районти пĕрлешĕвĕн директорне çирĕплетеççĕ. Кунта вăл 1990 çулчченех, йывăр чирлесе ÿкиччен, пысăк пултарулăх кăтартса ĕçлет.
Геннадий Герасимович салтакран таврăнсан Шурут хĕрĕпе, Ленăпа, паллашса çемье çавăрать. Мăшăрĕ нумай çул районти çыхăну уйрăмĕнче, хаçат-журнал сарас ĕçре тăрăшнă.
Геннадий Герасимовичпа Елена Дмитриевна сакăр ача çуратса пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ачисем ĕçчен те сăпайлă пулни савăнтарать ашшĕ-амăшне. Пурте вĕреннĕ, пурте ĕçлеççĕ. Шел пулин те, икĕ ачи ÿссе çитсен вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ тăватă ывăл, икĕ хĕр пурăнаççĕ вĕсен. Людмила Шупашкарти пĕр шкулта директор çу-мĕнче ĕçлет. Ольга вара — Мускавра строительство управленийĕнчи планпа экономика пайĕн пуçлăхĕ.
Николайпа Эдуард районти Киров поселокĕнче хресчен фермер хуçалăхне тытса пыраççĕ. 300 гектар çĕр çинче тĕш тырă, çĕр улми тата ыттине те туса илеççĕ. Дмитрипе Андрей — Шупашкарта предпринимательсем. Ывăлĕсем пурте çар службин тивĕçне пурнăçланă.
Ватăсем ĕçсĕр лармаççĕ. Ĕне те, чăх-чĕп те усраççĕ Самаринсем. Ултă мăнук ÿсет.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, общество ĕçне активлă хутшăннăшăн Г.Самарина Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Хисеп грамотипе наградăланă. Медальсем те илме тивĕç пулнă вăл. Хисеп хучĕсем Геннадий Герасимовичăн та, Елена Дмитриевнăн та нумай.
Телейлĕ çемьене ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх сунар.
Источник: "Каçал Ен"