19 января 2011 г.
Пушар хăрушлăхĕ пирки тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр, çапах тăрсан-тăрсан районта «хĕрлĕ автан» алхасатех. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр вут-çулăм сахалрах тухнă пулин те, çакă лăпланса лармаллине, хăрушсăрлăх пирки манмаллине пĕлтермест. 2009 çулта районĕпе пурĕ 28 пушар пулнă, пĕлтĕр — 22. Ăçта çак инкек ытларах сиксе тухнă-ха? Комсомольски (5), Александровка (4), Элпуç тата Урмаел (3-шер) ял поселенийĕсенче.
Вут-çулăма пула пурĕ 1200500 тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ, пĕр çын пурнăçĕ татăлнă.
Пушарсен сăлтавĕсем мĕнре-ха? Чи пысăк пайĕ — электрооборудованисен юсавсăрлăхĕ. Шăпах вĕсене пула 8 тĕлте пысăк инкек курнă. Кăмакасем пирки вуншар çул калаçнă. Халĕ çут çанталăк газĕ кĕртнипе вĕсен йышĕ чакнă. Çапах та юлнă юсавсăр кăмакасем инкек илсе килеççех.
Вут-кăвар ытларах уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче алхасать. Пĕлтĕр пушара пула 19 çурт-йĕрпе хуралтă пĕтнĕ. Тăкакĕ 1136 пин тенкĕпе танлашать.
Вут-çулăмпа асăрхануллăрах пуласчĕ.
Источник: "Каçал Ен"