19 января 2011 г.
Милиционер профессийĕ — çĕр-шывра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Вĕсен саккунлăха, право йĕркине сыхламалла. Йывăр чухне çынсем пакунлисем патне васкаççĕ-çке. Вĕсем вара хăйсен тивĕçĕсене кăткăс лару-тăрура та пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Акă кăрлачăн 13-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем 2010 çулта тунă ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ – преступленисене тупса уçса парасси, вĕсене тăвакансемпе профилактикăлла мероприятисем ирттересси тата ытти те.
Шăпах çак енĕпе пурнăçланă ĕçсене пăхса тухрĕç те ĕнтĕ пĕтĕмлетÿре. Унта район прокурорĕ В.А.Гришин, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Л.А.Шпак, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин тухса доклад турĕ.
Иртнĕ çул районта хурахсем иртĕхмен темелле. Хĕç-пăшалпа усă курса çаратни, магазинсенчен, складсенчен тата базăсенчен вăрланă тĕслĕхсем пулман. Вăтам преступленисем 2009 çулпа танлаштарсан кăçал 10,2 процент (49—44), пĕчĕк преступленисем 30,6 процент (121—84), вĕлерессипе хăратни 36,4 процент (11—7), обществăлла вырăнсенче вĕсене тăвасси 26,7 процент (30—22), урамсенче 14,3 процент (14—12) чакнă. Взятка пани 2, хĕç-пăшал тата наркотик саккунсăр упранă 2 тата 4 тĕслĕх тупса палăртса киревсĕр ĕç тăвакансене тăрă шыв çине кăларнă.
Пакунлă çынсем 2010 çулта профилактикăлла мероприятисем тивĕçлĕ шайра ирттерсен те, виçĕм çулхипе танлаштарсан, хăш-пĕр преступленисен шучĕ ÿснĕ. Тĕслĕхрен, асаплантарни 100 (1—2), ирĕксĕрлесе мăшкăллани 400 (1—5), кĕсье телефонĕсене вăрлани 60 (5—8) процент ÿснĕ. Ÿсĕрле 29 çын киревсĕр ĕç тăвас çул çине тăнă, виçĕм çул çак кăтарту 45-пе танлашнă. Район территорийĕнче тунă преступленисен структуринче ют пурлăха вăрлани 20 процентпа, улталаса вăрлани 13 процентпа танлашать. Ку енĕпе пакунлă çынсен тимлĕхе, сыхлăха тата та ÿстермелле. Шăпах çакăн çинчен чарăнса тăчĕ те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ, милици подполковникĕ Г.Кокшин.
Следовательсемпе дознавательсем 2009 çулта 219 уголовлă ĕç тишкернĕ. Пĕлтĕр вара çак кăтарту 183-пе танлашнă. Вĕсенчен 102-шне вĕçлесе 101-шне суда янă, айăплă çынсене суд тенкелĕ çине лартнă. Сăмахран, 2009 çулта следовательсемпе дознавательсем 103 уголовлă ĕç суда янă.
Çул çинчи хăрушсăрлăх пирки те чарăнса тăчĕ Геннадий Николаевич.
2010 çулхи январь — декабрь уйăхĕсенче районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем çул çинчи йĕркене пăснă 5309 тĕслĕх тупса палăртнă, çак тапхăрти виçĕм çулхи кăтарту 6308-па танлашать, 18,9 процент сахалтарах.
Иртнĕ çулхи лару-тăрăва çăмăл тесе калаймăн. Пурĕ 43 автоавари пулнăччĕ, вĕсенче 9 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ. 2009 çулта 35 автоавари регистрациленĕ.
Учетпа регистраци дисциплинипе те паллаштарчĕ Г.Кокшин. Çак енĕпе саккун йĕркине пăснăшăн 2010 çулта районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн приказĕпе 17 сотрудника явап тыттарнă.
Районти милици сотрудникĕсем Чăваш Республикин административлă йĕркене пăсни çинчен калакан саккунне çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Унпа килĕ-шÿллĕн 2010 çулта çынсем хăйсем пурăнакан вырăнта тирпей-илем кĕртменнипе çыхăннă протокол нумай çырнă. «Преступленисене уçса парас енĕпе ĕçленĕ чух шар курнă çынсем милицирен çийĕнчех пулăшу ыйтни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сотрудниксем вара çийĕнчех вырăна тухса киревсĕр ĕç тăваканăн йĕрĕ çине ÿкме пултарĕç»,— терĕ милици начальникĕ, сăмахне пĕтĕмлетсе.
Тĕп хуламăртан килнĕ министр çумĕ район центрĕнче çĕнĕ видеокамерăсем лартмалли çинчен те калаçу хускатрĕ. Вăл район администрацийĕн представительне службăра лайăх енĕпе палăрнă сотрудниксене хаклă парнесем парса чыслама сĕнчĕ.
Çавăн пекех пуçтарăннисем умне районти шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици начальникĕ А.В.Левый, обществăлла хăрушсăрлăх начальникĕ А.Г.Ефремов, следстви уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин, штаб начальникĕ И.В.Козлов тата ыттисем те тухса калаçрĕç.
Йĕрке хуралçисен çынсем преступлени çулĕ çине тухасран сыхă тăмалла. Çак тĕллевпе вара хăйсен професси ăсталăх-не, ĕçри яваплăхне ÿстерсех пымалла. Хамран та çакна каласшăн: милицие шанмалла, хурахсене шанăç памалла мар.
Источник: "Каçал Ен"