19 января 2011 г.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул В гепатит чирне хирĕç районта 18-тан пуçласа 55 çула çитичченхи 30 çынна, полиомиелитран 280 ачана прививка тума палăртнăччĕ. Пĕвер шыççинчен иммунизаци вĕçленнĕ. Полиомиелитран вара палăртнă шутран 2 ачана кăна прививка тăвайман.
Районти медицина ĕçченĕсем 2010—2011 çулсенче грипран 4332 çынна прививка тума планланă. Вакцинаци усăсăр иртмен. Прививка тунă çынсен йышĕнче — ача садне çÿрекенсем 700-ĕн, вĕренекенсем 600-ĕн, медицина ĕçченĕсем 355-ĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем 220-ĕн, 60 çултан иртнисем — 2448 çын.
Источник: "Каçал Ен"