19 января 2011 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсем кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнче кашни ĕнерен 10,7-шер килограмм сĕт суса илнĕ. Ку, пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтартуран сахалрах пулин те, республика шайĕнче япăххисен шутĕнче мар. Выльăх апачĕ енчен хĕсĕкрех тапхăрта та «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче кашни ĕнерен 15,9-шар килограмм, «Сюрбеево» ОООра 15,1-ер килограмм сĕт сăваççĕ. Çав вăхăтрах «Дубовка» ОООри ĕнесем 6,7-шер килограмм, «Труд» кооперативра 7,3-шер килограмм çеç сĕт антараççĕ.
Районти 11 ял хуçалăх кооперативĕнче халăхран сĕт пуçтараççĕ. Ял çыннисем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене талăксерен 9466 килограмм сĕт сутаççĕ.
Йывăрлăхсем чылай пулин те ял çыннисем вĕсенчен тухмалли çул-йĕре шыраççĕ, тупаççĕ те. Çакна районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче те выльăх-чĕрлĕх ытлах чакманни çирĕплетет.
Акă виçĕм çул районти тĕрлĕ формăллă ял хуçалăх предприятийĕсенче 2234 пуç ĕне пулнă, 2010 çулта 48 пуç ÿснĕ. Ку районти хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе малашне те тăрăшса ĕçлесшĕн пулнине çирĕплетет.