АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕпе аппăшĕн çулĕпе кайнă

19 января 2011 г.

Людмила Сенатова Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ÿссе çитсен кам пуласси çинчен пĕрре те пăшăрханман вăл: амăшĕ тата аппăшĕ, Нина Фоминичнăпа Елена Елизаровна пекех, педагог пулма шутланă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ хĕр ача, ăсне тата та аталантарас тесе паллă юрăсене пăхмасăр вĕренетчĕ. Хăй тĕллĕн юрăсем кĕвĕлетчĕ, сăвă та калăплама

пултаратчĕ.

Люда ялти 8 çул вĕренмелли шкула Мухтав хучĕпе пĕтерсен экзаменсăрах Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет, вĕрентекен пулма ĕмĕтленет. Сăмах май, Людмилăн амăшĕпе ашшĕ, Нина Фоминичнăпа Елизар Алексеевич Шмелевсем, нумай çул учительте тăрăшнă. Ачасемпе ĕçлеме сăпайлăх та, чăтăмлăх та кирлĕ пулнă. Пултаруллă педагогсем кашнин патне чун уççине тупма тăрăшнă. Ăру хыççăн ăру вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларакан Шмелевсене кÿршĕ-аршă та, ял-йыш та хисепленĕ, хисеплет те.

1984 çулта Людмила алла педагог дипломне илет. Ун хыççăн вара Тукайри 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пикенет. Вăл çак пархатарлă ĕçре 26 çул ытла тăрăшать.

Кашни урока тĕплĕн хатĕрленет учитель. Темăсене туллин ăнлантарма тăрăшать. Ыранхи уроксене хатĕрленсе çĕрĕ-çĕрĕпе ларнă каçсем чылай пулнă унăн. Ачасен пурнăç условийĕсене тĕрĕслес тĕллевпе те кашни киле çитме тăрăшать.

— Вĕсем пурте хамăн ачасем пек. Ĕçтешпе, Алина Григорьевна Афанасьевăпа, 1—4-мĕш классенче пĕлÿ паратпăр. Ытти шкулсенчи учительсемпе те тачă çыхăну тытатпăр,— паллаштарчĕ мана хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Людмила Елизаровна.

Паянхи кун вăл вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ: врач та, учитель те, зоотехник та пур...

Л.Е.Сенатова ăста педагог çеç мар, çĕннине пĕлме ăнтăлакан, анлă тавра курăмлă учитель те. Ачасем ăна питĕ хисеплеç-çĕ.

Пĕрле ĕçлекенсем учителе йывăрлăхра яланах пулăшма хатĕр, ăна пултаруллă çын тесе хаклаççĕ.

Шел пулин те, темиçе çул каялла Людмила Елизаровнăн мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Килте халĕ кĕçĕн хĕрĕпе, Таньăпа, пурăнать. Хĕр ача 9-мĕш класра кăна вĕренет пулсан та, йывăр çухату хыççăн амăшне пулăшма тăрăшать. Çуллахи кунсенче пахчара тĕрмешет, выльăх-чĕрлĕх пăхать, пÿрт-çурта тасатать тата ытти ĕçсене те тăвать. Çавăн пек çынсем пирки «Ун аллинче ĕç вĕресе тăрать» теççĕ. Ытти ачисем пирки те ял-йышра ырăпа кăна калаççĕ. Аслă ывăлĕ Сергей Шупашкарта пĕр магазинта сутуçă-консультантра ĕçлет. Ирина та пиччĕшĕн çулĕпе кайнă, сутуçăра тăрăшать. Анатолий вара — тĕп хуламăрти тĕн училищин 2-мĕш курс студенчĕ. 16 çулхи проповедник тантăшĕсем хушшинче ырă ĕçсем тума, çынсен чунĕ таса, ĕçĕсем тата пурнăçĕ çутă пулччăр тесе нумай тăрăшать.

«Учитель профессине эпĕ питĕ тĕрĕс суйласа илнĕ. Пурнăçа тепĕр хут пурăнса ирттерес пулсан та çак çулпах утăттăм»,— терĕ мана ăсатса Людмила Елизаровна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика