15 января 2011 г.
Районти кашни шкултах лайăх вĕренекен, обществăлла ĕçсенче хастар ачасем пур. Вĕсем пĕрле вĕренекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ун пек хĕр ача Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче те пур. Даша Мальчикова пĕрремĕш класранпах «5» тата «4» паллăсемпе вĕренсе пырать. Вăл пĕлÿ илекен 10-мĕш класра 20 ача. Куллен партăсем хушшине 7 арçын ачапа 13 хĕр ача ларать. Аслăчурачăксемпе пĕрлех чĕчкенсем, Анат тата Тури Тимĕрчкассинчен вĕренме çÿрекенсем туслă пурăнаççĕ. Эпĕ Дашăпа сăмах пуçартăм. Калаçу вĕренÿ, унăн интересĕсем пирки пычĕ. «Класра тимлĕ пулни çеç çителĕксĕр, килте те уроксене тĕплĕн хатĕрленетĕп. Хушма литература вулани те вăл е ку темăна лайăх ăнланма пулăшать»,— терĕ вăл кĕскен. Хĕр ача уйрăмах акăлчан чĕлхине килĕштерет. Паянхи пурнăçра ют чĕлхесене пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, Д.Мальчикова ытти предметсене те юратса вĕренет. Ахальтен мар ĕнтĕ районти олимпиадăра вăл вырăс чĕлхипе 1-мĕш, литературипе 1-мĕш, правăпа 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Çине тăмасăр, тăрăшса хатĕрленмесĕр çавăн пек çитĕнÿсем тăваймăн.
Даша иртнĕ çул район пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.
Спортпа та туслă хĕр ача. Уйрăмах баскетболла, волейболла выляма юратать. Ăмăртусенче те хастар вăл.
— Шкул пĕтерсен мĕнле професси суйласа илме шутлатăн? — ыйтрăм эпĕ.
— Манăн гуманитарипе çыхăннă специальноçпа пурнăçа çыхăнтарас килет,— терĕ кĕскен Д.Мальчикова.
Мĕнех, пултаруллă хĕр ачана малашне те ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕчĕсем пурте пурнăçланса пытăрччĕç. Тăрăшуллăскерĕн çаксене пурнăçлама майсем те пур. Пĕлĕвĕ те, хавхаланăвĕ те...
Ю.Гаврилов.
Источник: "Каçал Ен"