АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн туйпа саламларĕç

15 января 2011 г.

Агафия Степановнăпа Иван Николаевич Галкинсем раштавăн 2-мĕшĕнче 50 çул пĕр çемьере пурăннине анлă уявланă. Ăна Эткерти клуб ĕçченĕсем савăнăçлă лару-тăрура йĕркеленĕ. Юбилярсене чи малтанах Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев саламланă. «Çур ĕмĕр алла-аллăн пĕр çулпа утма ăнлану, хисеп, пурнăç ăсĕ кирлĕ. Эсир çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх пулнă, пулатăр та»,— тенĕ Анатолий Николаевич.

Каярахпа сцена çине С.Смирнова, Л.Зайцева, Г.Толстова, Е.Юманова тата ыттисем тухнă. Уява пухăннисене савăк юрă парнеленĕ. Ял поселенийĕн депутачĕсем Е.Юмановăпа Р.Мавлютов та тухса сăмах каланă, ватăсене ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика