АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тухтăр ĕçре пултаруллă

15 января 2011 г.

«Ĕçне чунтан парăнса тăвать» теççĕ Ринат Самкин пирки сывалма килнисем. Вăл районти тĕп больницăра шăл тухтăрĕнче тăрăшать.

Ашшĕ, Р.Р.Самкин, чылай вăхăт ялти шкул директорĕнче ĕçленĕ. Миçе ăрăва пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма пулăшман-ши вăл? Рашид Рахимзяновичпа Гельфруз Ялалтдиновна пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ринат, кĕçĕнни, шкулта вĕреннĕ чухнех шурă халатлă ĕçчен пулма ĕмĕтленнĕ. Уйрăмах биологи, хими предмечĕсене тĕплĕн шĕкĕлченĕ. Физкультурăпа тата спортпа та туслă пулнă каччă.

Шкул пĕтерсен Ринат хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕрет. Унта йĕркелекен пур мероприятисене те активлă хутшăнать студент. Вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать.

— Кашни çыншăн студент пурнăçĕ — асра юлакан самантсенчен пĕри. Общежитире пурăннă чухне таштăшсемпе çатма çинче çĕр улми ăшаласа çини, экзамен умĕн антăхса кайсах билетсене вĕренни, ушкăнпа кинотеатрсене çÿрени тата ытти те — пурте асăмра юлнă,— терĕ калаçура Ринат Рашидович. Дипломшăн кăна вĕренмен Урмаел каччи. Кăткăс предметсене, латын чĕлхине алла илнĕ.

Аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне илнĕ хыççăн Шăмăршăри тĕп больницăра 2001—2003 çулсенче ĕçленĕ. Паянхи кун та шăмăршăсем Р.Самкин пирки ырăпа кăна калаççĕ.

Районти тĕп больницăра Ринат Рашидович саккăрмĕш çул ĕçлет. Вăл хăйĕн ĕçне çÿлти шайра туса пырать. Çакăн пирки Самкин тухтăр пÿлĕмĕ умĕнче черетре тăракансем те палăртаççĕ.

Самкинсем Урмаелĕнче тĕпленнĕ. Мăшăрĕ, Альфреда Рауиловна, шкулта учительте ĕçлет.

Пуçĕпех ĕçе парăннă Ринат Рашидович. Пушă самант тупăнсанах ачисемпе, Ринепе тата Рамиспа, пĕрле.

Шăкăл-шăкăл калаçса Самкинсем килти хуçалăхра тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх те ÿстереççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика