15 января 2011 г.
Çу кунĕсенчи шăрăх та типĕ çанталăк хĕллехи сивĕ, çил-тăманлă кунсенче те хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Выльăх апачĕ çителĕксĕррипе унăн сутлăх хакĕ ÿссех пырать. Çăва тухиччен вăхăт вара пур-ха.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма та, килти хушма хуçалăхри ĕнесемпе сыснасене тытса тăма та çăмăлах мар. Çапах та 2011 çул пуçланнă тĕле районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх шучĕ чакман. Фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх йышне 181 пуç ÿстерме те май тупнă. Çапла вара кăçалхи çул пуçланнă тĕле районĕпе 6814 пуç сысна, 26578 пуç кайăк-кĕшĕк, 718 пуç лаша, 6099 пуç сурăхпа качака пур.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ, темĕнле хĕн пулсан та, кăткăслăхсене парăнтарса выльăх йышне сыхласа хăварма ыйтать. Пурнăç паян пĕр тĕрлĕ, ыран вăл тупăш та илсе килĕ.
Источник: "Каçал Ен"