12 января 2011 г.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра Комсомоль-ски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 8-мĕш «а» класра вĕренекенсемпе экологи сехечĕ иртрĕ. Чи малтанах пухăннисен умĕнче библиотека урокĕ пулчĕ. Унăн теми — «Словарьсем, энциклопедисем тата справочниксем». Урока А.Волкова библиограф ирттерчĕ. Вăл ачасене вĕренÿре кирлĕ пулакан изданисемпе паллаштарчĕ. Малалла вара экологи сехечĕ пуçланчĕ. Ачасем пирвай «Жить или не жить» кинофильмăн хăш-пĕр пайĕсене пăхрĕç. Вăл экологи темипе çыхăннă. Таса мар атмосферăра пурăнни сывлăхшăн сиенли çинчен пĕлчĕç.
Малалла В.Боровковăпа Л.Сулейманова библиотекарьсем ачасемпе экологипе çыхăннă ыйтусемпе викторина ирттерчĕç. Унта чылай ыйту пулчĕ. Вăрманта аташса кайсан мĕнле курăксем, еплерех çулçăллă йывăçсем тĕрĕс çул çине илсе тухма пулăшаççĕ, çырласем кăнтăр енче е çурçĕр енче нумайрах? Çут çанталăк тасалăхĕшĕн еплерех тăрăшмалла? Эсир мĕнле сиплĕ курăксем пĕлетĕр, вĕсемпе мĕнле чир-чĕртен усă курма юрать; тата ытти ыйтусем çине хурав шырарĕç. Викторинăна ачасем активлă хутшăнчĕç, призсем çĕнсе илме пултарчĕç. Çут çанталăк вăл — пирĕн кил.
Источник: "Каçал Ен"