АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл ĕçре киленĕç тупнă

12 января 2011 г.

Ĕмĕрлĕхех хăвна килĕшекен ĕç тупни – кирек камшăн та пысăк телей. Пĕриншĕн ку ăнсăртран килсе тухать, тепри мĕн пĕчĕкренех хăй кам пулассине пĕлет.

Хирти Выçли ялĕнчи шкул-садик заведующийĕ А.П.Громова мĕн пĕчĕкренех учительте ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Вăл, Карапай-Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕскер, 10 класс пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче, историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ пухма тытăнать.

Вĕреннĕ вăхăтра Хирти Выçли каччипе, Владимир Громовпа паллашать. Çемье çавăрнă хыççăн Громовсем Пермь облаçне ĕçлеме тухса каяççĕ. Халĕ çеç алла диплом илсе пурнăç çулĕ çине тăнă, хăй тĕллĕн ĕçе пуçăннă çынна, паллах, çăмăл пулман. Алевтина Павловна пĕрремĕш уроксенче епле хумханнине, аслăрах ĕçтешĕсем ăс панине паянхи пекех ас тăвать. Вăхăт иртнĕçемĕн çамрăк педагогăн опыт пуçтарăннă, ăсталăхĕ ÿснĕ, чун хавалĕ те çирĕпленнĕ.

1987 çулта Громовсем Шăмăршă районне таврăнаççĕ. Тăватă çултан Хирти Выçли ялне куçса килеççĕ. Ялти пуçламăш шкул çуртĕнче ача сачĕ уçсан, Алевтина Павловна унта вырнаçать, заведующире ĕçлеме пикенет.

Пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмлă, тÿрĕ чунлă, çирĕп кăмăллă çын патне пурте туртăнаççĕ. Унран пулăшу ыйтаççĕ. Алевтина Павловнăна ĕçтешĕсем питĕ кăмăллаççĕ, хисеплеççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтма васкаççĕ.

Ертÿçĕ тăрăшнипе шкул-садик илемленсе, çĕнелсе пыни куç кĕретех. Çулсерен коллектив вăйĕпе туса илекен пахча çимĕçпе çулталăкĕпех усă кураççĕ, ачасене тутлă та техĕмлĕ апат çитерме тăрăшаççĕ.

— Ертÿçĕре ĕçлеме йывăр та, яваплă та. Шав малалла ăнтăлатпăр. Районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене тухатпăр,— паллаштарчĕ кăтартусемпе А.Громова. — Кунта класс ертÿçисемпе ача садĕнче ĕçлекен воспитательсен тÿпи те пысăк. Кашни ачана ăнланма пĕлмелле педагогăн. Ачасем — çĕр-шыв пуласлăхĕ. Çавăнпа та вĕсене тĕрлĕ енлĕ те ырă сывлăхлă пăхса ÿстересси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çакна яланах асра тытса, ĕçе чунтан парăнса туса пыраççĕ Хирти Выçли шкул-садĕнче ĕçлекенсем.

Громовсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ Константин архитекторта тăрăшать, çемйипе Мускавра тĕпленнĕ. Дмитрий — автослесарь. Настя 10-мĕш класра пĕлÿ пухать, вăл вĕренÿре чи лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика