12 января 2011 г.
М.П.Маштановăпа М.Ф.Шмелева Комсомольски райповĕн Шурутри магазинĕнче тăрăшаççĕ.
Марина Петровна Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. 1989 çулта экономист-бухгалтер дипломне алла илсен «Победа» колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Каярахпа вара суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшма пикенет.
Тавар туянакансем Мария Федотовна сутуçă пирки те ырăпа кăна калаççĕ. Вăл райпо тытăмĕнче 1986 çултанпах ĕçлет.
«Сăпайлă, тавар туянакансемпе яланах кăмăллă»,— теççĕ М.Маштанова заведующипе М.Шмелева сутуçă пирки. Магазина килекенсен кăмăлне вăхăтра тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Правлени лартнă плансене тултарса пырса ыттисемшĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ хĕрарăмсем. Пĕр вырăнта нумай çул ĕçлекенсен опыт та хушăнсах пырать, ăсталăх та ÿсет. Ахальтен мар ĕнтĕ пултаруллă та тăрăшуллă ĕçченсене райпо правленийĕ пĕр хутчен кăна мар Хисеп хучĕсем парса чысланă.
Марина Петровна виçĕ, Мария Федотовна тăватă ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сăмах май, Мария Федотовна хĕрĕ Таня та Комсомольски райпо тытăмĕнче тăрăшать.
Источник: "Каçал Ен"