31 декабря 2010 г.
Раççейре халĕ пурнăçăн пур сферинче те реформăсем пыраççĕ. Çакă ĕç тăвакан уголовлă инспекцисенчен те айккине пăрăнса иртмест. Хĕвел анăçри çĕр-шывсен опытне курса, пĕтĕм тĕнчери стандартсене шута илсе Раççей Федерацийĕнче ĕç тăвакан уголовлă инспекцие 2020 çулччен аталантармалли концепци йышăннă. Унăн тĕллевĕсем нумай. Тĕпрен илсен, уголовлă айăплавпа çыхăннă чылай улшăну пулмалла.
Аталану концепцийĕ 3 тапхăрпа иртмелле. Пĕрремĕшĕ — 2009—2012 çулсем. Çак тапхăрта аталану концепцине пурнăçа кĕртмелли федераллă тĕллевлĕ программăсене хатĕрлес тĕлĕшпе мероприятисен планне çирĕплетмелле. РФ Юстици министерствине пăхăнса тăракан патшалăх пробаци службине туса хума палăртнă. Ку тапхăрта ĕç калăпăшĕ пысăк пулмалла.
Иккĕмĕш тапхăр — 2013—2016 çулсем. Пробаци службин ĕç-хĕлне анлăлатмалла, социаллă центрсем урлă айăплав вырăнĕсенчен таврăннисене ирĕкри пурнăçа хăнăхма пулăшмалла.
Виççĕмĕш тапхăрта (2016—2020 çулсем) ĕç тăвакан уголовлă инспекципе çыхăннă планпа пăхса хăварнă мероприятисене вĕçлесе пымалла. 2020—2030 çулсенче аталанмалли плансен докуменчĕсене хатĕрлесе çитермелле.
Çÿлерех асăннă утăмсене халăх патшалăх влаçне тата правосуди тĕрĕслĕхне шанассине вăйлатас тĕллевпе тăваççĕ.
Источник: "Каçал Ен"