31 декабря 2010 г.
Аса илтеретпĕр: 2011 çулта çуралнисемсĕр пуçне 1999, 1987, 1975, 1963, 1951, 1939, 1927 (тата ытти те) çулсенче кун çутине килнисем те — кроликсем.
Çак чĕр-чун лăпкă та ырă. Вăл — романтик тата дипломат, килти хăтлăха юратать. Çавăнпа та Çĕнĕ çул каçĕнче харкашу, урлă-пирлĕ калаçу пулмалла мар. Çулталăк тĕсĕ — шурă, сарă, ылтăн тĕссем. Уяв тĕлне пÿлĕмре çав тĕссем хуçалансан аван. Чăрăша та пăхăр е ылтăн тĕслĕ теттесемпе илемлетни лайăх.
Чăрăш айне кроликăн юратнă апатне, купăстапа кишĕр, хумалла.
Ку чĕр-чун пахча-çимĕçе е ешĕл апата кăмăллать. Çавăнпа та сĕтел çинче вĕсенчен хатĕрленисем ытларах пулмалла. «Ассорти» е купăстапа хăяртан, пан улмирен тунă салатсем Кролике кăмăла кайĕç.
Кушак аçин çулĕ те пулнă май вăл юратакан çимĕçсене — пулă, аш-какай — сĕтел çине лартмалла.
Мĕн парнелемелле-ха? Паллах, кушак аçи те кролик. Вĕсем пулмасан вăл е ку çын мĕнпе интересленнине те шута илмелле.
Çĕнĕ çулта шап-шур тĕслĕ тумтир тăхăнсан аван. Кроликсенчен ытларахăшĕ шăпах çавăн тĕслĕ-çке. Анчах та вĕсем урăх тĕслисем те пулаççĕ.
Астрологсем каланă тăрăх, çынсем 2011 çулта пĕр-пĕрин хушшинче ыр кăмăллăхпа палăрса тăрĕç. Кролик та, кушак аçи те — лайăх çемье пуçĕсем.
Кăçалхи çул пуриншĕн те телейлĕ пулмалла. Уйрăмах — кроликсемпе кушак аçисен тыткаларăшне, характерне шута илсе пурăнсан.
Источник: "Каçал Ен"