31 декабря 2010 г.
Апла пулсан çак çулта çуралнисенчен ыйтса пĕлер-ха.
2010 çул мĕнпе асра юлнă-ши? Кăçалхи ĕмĕт-тĕллевсем еплерех?
Евгений КАРПЕЕВ,
район пуçлăхĕ,
Комсомольски райпо совечĕн председателĕ:
Иртнĕ 2010 çулта шăрăх çанталăк ял ĕçченĕсен чăтăмлăхне тĕрĕсленĕнех туйăнчĕ. Тÿрех калатăп: район çыннисем йывăрлăха парăнмарĕç, кăткăс лару-тăрăва çăмăллатма тăрăшрĕç. Çут çанталăк кашни çул пĕр евĕрлĕ килмест. Кролик çулĕнче ял хуçалăхĕшĕн чăрмавсем сахалтарах сиксе тухасса шанас килет. Пĕтĕмлетсе акă мĕн каласшăн: ăслă та анлă тавра курăмлă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем пурăнаççĕ пирĕн районта. Кулянса, нăйкăшса, алă усса ларнипе нимĕн лайăххи те пулас çуккине ăнланаççĕ вĕсем. Малашлăх хăйсенчен нумай килнине те пĕлеççĕ.
Тигр çулĕнче маншăн чи паллă самант вăл — район пуçлăхĕн креслине йышăнни. Çак ĕçре хамăн тивĕçсене яваплă туса пырасса шантарас килет.
Район çыннисене ырлăх-сывлăх, ăнăçу, çемьере килĕшÿ, ăнлану сунатăп.
Миннегель ГАФУРОВА,
«Вакыт» хаçат редакторĕн ĕçĕсене тăваканĕ:
Иртнĕ Тигр çулĕ эпĕ редактор ĕçĕсене тума пикеннипе асăмра юлчĕ. Ывăл Ильнар аслă пĕлÿллĕ менеджер дипломне алла илчĕ. Хĕрĕм, Гульнара, училищĕне вĕренме кĕчĕ. Вăхăт малалла шăвать.
Уява çемьепе кĕтсе илме тĕв тунă. 2011 çулта ывăл лайăх ĕç тупса вырнаçасса шанатăп. Хĕрарăмсене юрату, сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çак виçĕ «кит» çинче телей тĕвĕленет. Уявра кашнин чĕринче савăнăç хуçалантăр.
«Вакыт» хаçат тиражĕ çулран-çул ÿссе пырать. Енчен те 5 çул каялла хаçат 500 экземплярпа тухнă пулсан, паянхи кун тираж 850-а çитрĕ. Эпир хаçатра республикăри, районти тутар халăхĕн маттур та пултаруллă çыннисем, мал ĕмĕтлĕ çамрăкĕсем, ĕçре палăрнисем çинчен çырсах тăрăпăр.
«Вакыт» хаçатпа туслă юлташсене, С.Гимаева, Р.Шарафутдинова, Ф.Сафиуллина, М.Хайрутдинова, Т.Хайрутдинова, М.Арсентьевăна, Н.Мифтахутдинова тата ыттисене те уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатăп.
Валерий ГРИШИН,
район прокурорĕ:
Тигр çулталăкĕ маншăн ăнăçлă иртрĕ темелле. Ума лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕчĕç. Ĕçри çитĕнÿсем, паллах, коллектив пĕр çемьери пек тăрăшнинчен килеççĕ. Ĕçтешсемпе мухтанмалăх пур. Кролик çулталăкĕнче тата та пысăк çитĕнÿсемпе лайăх енчен палăрасса шанатăп. Район çыннисен Çĕнĕ çулта прокуратура çурчĕн алăкне начар хыпарпа сахалтарах уçмалла пултăрччĕ.
«Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн — çапла çулталăка ирттеретĕн» теççĕ. Çавăнпа та çак асамлă каç пурте чи çывăх та хаклă çынсемпе юнашар — мăшăрсемпе, ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе кĕтсе илчĕç. Тулли сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.
Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Раштав кунне паллă тăваççĕ. Эпĕ хам енчен район çыннисене çак уявсемпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.
Сергей ГОРБУНОВ,
РФ Пенси фончĕн
районти управленийĕн начальникĕ:
2010 çул çĕр-шывшăн та, район çыннисемшĕн те йывăр пулчĕ темелле. Вĕсем пурте иртекен çултах юлччăр. Тигр çулĕнче манăн пурнăçра лайăх улшăнусем чылай пулчĕç. Пĕрремĕшĕ вăл — Комсомольски районĕнчи «Росгосстрах» компанин страхлакан пайĕн начальникĕнче ĕçлеме тытăнни. Кĕске вăхăтрах (4 уйăхра) коллектив республикăри 30 пайран 17-мĕш вырăнтан иккĕмĕшне куçрĕ. Тепĕр улшăну вăл — декабрь уйăхĕнчен РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлама пикенни. Çакăнта тивĕçсене çÿлти шайра туса пыма коллектив пулăшасса шанас килет.
Эпĕ район çыннисене Çĕнĕ çулта пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.
Любовь РОМАНОВА:
Çулталăкра асра юлнă самантсем чылай пулчĕç. Кролик çулне çутă та таса ĕмĕтсемпе кĕретĕп. Маншăн чи кирли вăл — çывăх çынсем сывă, тĕрĕс-тĕкел пулни. Çитес çул кашни çемьене телей, ăнăçу, килĕшÿ парнелетĕр. Хуйхă-суйхă пĕр çемье алăкне те ан шаккатăр.
Уява çемьепе кĕтсе илетпĕр. Хĕрарăмăн праçникре канăçсăр кунсем пуçланаççĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлемелле, хăнасене сăйламалла тата ытти те.
Эпĕ пур хĕрарăма та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕ ячĕсемпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, таса кăвак тÿпе сĕнетĕп. Уйрăмах хĕсметре тăракан салтаксен амăшĕсене ырлăх-сывлăх сунатăп. Кашнийĕшĕн ывăлĕсене килĕсене тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илмелле пултăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"