АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул ыррине çеç илсе килтĕр

31 декабря 2010 г.

Çĕнĕ çул. Çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ шухăш, çĕнĕ ĕçсем... Çапах та иртсе кайнă çул пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерсе хак памасăр малалла шанчăклăн утма çук.

Район пурнăçĕнче 2010 çул мĕнпе палăрнă-ха, мĕн енĕпе улшăнусем пур? Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу пулчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа.

— Геннадий Федорович, сисĕнмесĕрех тепĕр çул хыçа юлчĕ. Иртнĕ çулсенчен чылай уйрăлса тăчĕ вăл. Пирĕн ял хуçалăх районĕ пулнă май, çак отрасль 2010 çулта мĕнле аталанчĕ?

— Чăннипе питĕ йывăр çул пулчĕ ку. Пĕрре хĕллехи шартлама сивĕсем сиен кÿчĕç, тепре çулла шăрăхпа çунтарчĕ. Районти ял хуçалăх отраслĕ питĕ пысăк тăкаксем тÿсрĕ. Тĕш тырă, çĕр улми туса илесси темиçе хут чакрĕ. Çапах патшалăх пулăшăвне пула йывăр лару-тăруран чиперех тухрăмăр. Вăрлăх, минераллă удобрени, им-çамсем туянма, ăратлă выльăхсене тытма 47 млн тенкĕлĕх субсиди панă района. Кунсăр пуçне, шăрăх çанталăк кÿнĕ тăкаксене саплаштарма 27 млн тенкĕ уйăрнă. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварма, вĕсем валли апат-çимĕç туянма федераци тата республика бюджечĕсенчен 15 млн тенкĕ килчĕ. Çак укçа-тенкĕпе йывăртарах кĕтессене тикĕслеме май килчĕ. Çулталăк кăткăс пулчĕ пулин те, 2009 çулхинчен сĕт, аш-какай 3—5 процент ытларах туса илнĕ.

Çуллахи шăрăх çанталăка пула çĕр-шывра, республикăра та пушар тухса урамĕ-урамĕпе çунса кайрĕç, вăрманти пысăк лаптăксем вут-çулăмпа пĕтрĕç. Районти çынсен хастарлăхĕ, яланах сыхă, тирпейлĕ пулни çакнашкал пысăк инкексенчен хăтăлма май пачĕ. Акă Хырай Ĕнел, Эткер, Асанкасси ялĕсенче вăрман çунма пуçланă тĕслĕхсем пулчĕç. Унта пурăнакансем çийĕнчех пуçтарăнса тухса ăна малалла аталанма памарĕç. Çакă ял поселенийĕсенче хăрушсăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнипе, техника, çынсем яланах хатĕр тăнипе çыхăннă.

— Ытти отрасльсенче мĕнле аталану пулчĕ?

— Кризиса пăхмасăрах районти промышленность предприятийĕсем малтанхи çулхинчен продукци ытларах туса кăларнă. Уйрăмах «Коператор» тата кабель цехĕ ăнăçлă ĕçленĕ. «Агрокабель» 2009 çулхинчен кабель кăларассине виçĕ хут ÿстернĕ, 27 процент ытларах провода хатĕрлесе сутнă. Пĕчĕк предприятисем те аван ĕçленине палăртас килет. Районăн консолидациллĕ бюджетне ирттерсе тултарнă. Хамăр илекен тупăшсем — 116 процент. Район экономики йĕркеллĕ аталансан социаллă ыйтусене татса пама та çăмăлрах.

— Политика стабиллĕхĕ мĕнрен килет тесе шутлатăр?

— Ку ыйтура пуринчен хакли, пахи — район территорийĕнче темиçе наци килĕштерсе пурăнни, ĕçлени. Тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни — чăн-чăн пуянлăх. Нумай наци пĕр территорире пурăннă чухне кашни харпăр хăйĕн культурине, йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшать. Вĕсем юнашар пурăнакансенчен усăллине, аваннине те вĕренсе пыраççĕ.

— 2010 çулта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ района иккĕн ертсе пыратăр. Çак çĕнĕлĕх çине мĕнле пăхатăр;

— Тĕрĕссипе, ку темле пысăк улшăнăвах тесе калас килмест, кунта ним пăсăккине те курмастăп. Администраци пуçлăхĕн ытларах хуçалăх ĕçĕсемпе тăрăшма тивет, район пуçлăхĕн вара — политика, идеологи ыйтăвĕсемпе. Евгений Карпеев маларах та Комсомольски районĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулнă, халĕ те çав функцисенех пурнăçлать темелле. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама май парать.

— Геннадий Федорович, хыçа юлнă çул Сирĕн пурнăçăрта мĕнле йĕр хăварчĕ;

— Ăçта ман пурнăç, ăçта район пурнăçĕ — чиккине палăртма та çук, мĕншĕн тесен района ертсе пынă 10 çулта вĕсем уйрăлми çыхăнса кайнă. 2010 çул лайăх енлĕ улшăнусемпе, палăртнă ыйтусене татса панипе палăрса юлчĕ. 60 çулхи юбилейĕм ĕç хушшинчех иртсе кайрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма тепĕр хут шанни вăй-хал, хавхалану кÿчĕ. Районшăн малалла та пĕтĕм вăйăма хурса ĕçлес килет. Çĕнĕ çултан лайăххине çеç кĕтетĕп. Район çыннисене ĕçчен те пултаруллă пулнăшăн тав туса ăнăçу сунатăп. Кашни килтех тăнăçлăх, килĕшÿ, сывлăх, телей хуçа пулччăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика