АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçланă ĕçсене сÿтсе явнă

25 декабря 2010 г.

Канашламалли, сÿтсе явмалли чылай пулнă наркотиксене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пынă. Унта кăçал ку тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Комисси секретарĕ Г.К.Гадельянова «Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн» акци мĕнле иртни пирки каласа панă. Çак вăхăтра районта 172 мероприяти пулнă. Калаçусене, класс сехечĕсене, диспутсене çĕршер ача хутшăннă. Диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ Ф.А.Матросова хăй сăмахĕнче кăçал пурнăçланă ĕçсем тата çитес çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.

Ларура наркотиксене хирĕç кĕрешессине, ачасем тата çамрăксем хушшинче профилактика ĕçĕсем тăвассине вăйлатмаллине палăртнă. Çак енĕпе йышăну тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика