25 декабря 2010 г.
Районти культурăпа кану центрĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамбльне районта аван пĕлеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсене те пĕрре мар çитсе курнă, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Юлашки çулсенче çеç Чулхула облаçĕнче фольклор искусствин регионсем хушшинчи «Хрустальный ключ» IV фестиваль-конкурсĕн, Коми республикинчи халăх юррисен регионсем хушшинчи «Завалинка» V конкурсĕн лауреачĕсем пулса тăнă. Çак ятпах кăçал Калуга хулинчи Пĕтĕм Раççейри фольклор коллективĕсен» «Истоки» фестивалĕнчен таврăннă. Ансамбль Турцири тĕрĕк халăхĕсен Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне те хутшăннă. Кунта та лауреат ята çĕнсе илнĕ.
Ансамбль пултарулăхне кура вĕсене çак кунсенче Чăваш телерадиокомпанин Çĕнĕ çул умĕнхи «Телеюрă—2010» концертне хутшăнма чĕннĕ. Унта каçалсем хамăр тăрăхра çырса илнĕ «Сакăл тур лаша» юрăпа тата «Сикĕр, сикĕр шывалла» вĕтĕ ташăпа сцена çине тухнă. Куракансем вĕсене хапăлласа кĕтсе илнĕ. Концерта чăваш телевиденийĕ ÿкерсе илнĕ. Передачăна Çĕнĕ çул умĕн район çыннисем телевизорпа курма пултарĕç. Шупашкарта «Телеюрă — 2010» диск кăлараççĕ, унта «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн номерĕсем те пулĕç.
Источник: "Каçал Ен"