22 декабря 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствипе ЧР правительствин килĕшĕвĕ тăрăх хăш-пĕр полномочисене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине панă. Вăл шута çаксем кĕреççĕ: инвалидсене реабилитаци тумалли техника ха-тĕрĕсемпе, протезпа ортопеди япалисемпе тивĕçтересси, уйрăм категорири граждансене, медицина кăтартăвĕсем пулсан санаторипе курорт сиплевне кайма путевкăсем уйăрса парасси тата çул укçине тÿлесси.
Çăмăллăхсемпе усă куракан граждансен ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин подразделенийĕсене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе заявлени çырмалла.
2010 çулта панă заявкăсене, вĕсенче ыйтнине пурнăçламан пулсан, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин гражданин пурăнакан подразделенийĕсене параççĕ. Хĕрÿ лини телефонĕ: 8(8352) 62-72-71.
Источник: "Каçал Ен"